Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă салтакăн çырăвне 82 çултан шыравçăсем тупнă

Ӗнер, Паллă мар салтак кунӗнче, патшалăх влаçӗн, ветерансен пӗрлӗхӗсен представителӗсем, çамрăксен патриотла организацийӗсен хастарӗсем Хусанти Çӗнтерӳ паркӗнчи Сӳнми çулăм патне чечексем хунă. Çавăн пекех Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă хӗрлӗармеецăн Илья Денисовăн шыравçăсем тупнă харпăр япалисене тăванӗсене панă, тесе пӗлтерет ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-служби.

Лайăш районӗн çынни пулнă Илья Денисовăн ӳчӗн юлашкине Санкт-Петербургри «Валькирия» шырав отрячӗ кăçал Ленинград облаçӗнчи Киров районӗнчи Погостье станцийӗ патӗнче тупнă. Салтак медальонӗ ăшне чикнӗ çырăва шыравçăсем тӳрех асăрханă. Унта мӗн çырнине вулама та май килнӗ. «Мой адрес: А. Т. С. С. Р, г. Казань, Лаишевский р-н, Именьковское п/о, Чирповский с/с, село Чирпы. Денисовой Анне Николаевне от Денисова И. А.», — тенӗ унта. 


РФ Оборона министерствин Тӗп архивӗн даннăйӗсемпе килӗшӳллӗн, Илья Андреевич Денисов 1915 çулта Чирпы ялӗнче çуралнă, 1941 çулхи майăн 8-мӗшӗнче мобилизациленнӗ, 1941 çулхи декабрь уйăхӗнче хыпарсăр çухалнă. 


Салтак виллин юлашкине кăçалхи августăн 31-мӗшӗнче Ленинград облаçӗнчи Киров районӗнчи «Новая Малукса» çар мемориалӗнче чыслăн пытарнă. 


«Пурӗ кăçалхи апрель уйăхӗнчен пуçласа Тутарстан Республикин „Отечество“ çамрăксен обществăлла организацийӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин çапăçăвӗсем иртнӗ вырăнсенче — Волгоград, Калуга, Ленинград, Новгород, Мурманск облаçӗсенче, Карелипе Беларуçра — 32 хутчен экспедицисенче пулнă. Шырав экспедицийӗсенче Тутарстан шыравçисем 465 совет салтакӗн виллине тупнă, 21-шӗ кам пулнине те палăртнă», — тесе пӗлтернӗ «Отечество» çамрăксен организацийӗн председателӗ Александр Коноплев. 


Сăнӳкерчӗксем ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-службин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев