Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă 200 яхăн ветеран тӳлев илнĕ

Апрель уйăхĕнче Раççей Пенси Фончӗн Тутарстан Республикинчи уйрăмӗ пенсипе пĕрле 10 пин тенкӗлӗх тӳлеве 194 ветерана панă.

Тӳлев  1941–1945 çулсенче иртнӗ Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ветерансене Раççей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Путинăн хушăвӗпе килӗшӳллӗн парăнать.

«Çакӑн пек адреслӑ пулӑшу ветерансемшӗн кӑна мар, пирӗншӗн те питĕ пӗлтерӗшлӗ. Вӑл пирӗн ентешсене вӗсен паттӑрла ӗçӗсемшӗн тата пирӗн çӗршывшӑн йывăр вӑхӑтĕсенче хӑйсене шеллемесĕр çапăçнăшăн черетлӗ хут тав тума, вӗсене никам та манӑçман, нимӗн те манӑçман тесе калама май парать», — палăртнă Пенси тата социаллă страховани фончӗн Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçи Эдуард Вафин.

Тӳлевсене проактивлӑ режимпа — Раççей Пенси Фончӗн Тутарстан Республикинчи уйрăмӗн даннӑйĕсемпе усă курса панă. Çавăнпа ветерансен, вӗсен çывӑх çыннисен е представителӗсен заявлени çырмалла пулман.

Раççей Пенси Фончӗн Тутарстан Республикинчи уйрăмӗн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх пĕлтĕр Тутарстанра 300 яхăн ветеран тӳлев илнĕ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Ветераны выплата