Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«ТĂВАН ЯЛ – ТĂВАН КӖТЕСӖМ» КОНКУРС ПӖТӖМЛЕТӖВӖ

Пӗлтӗр «Сувар» хаçатра таврапӗлӳçӗсен хушшинче «Тăван ял – тăван кӗтесӗм» конкурс ирттертӗмӗр. Тăван ялăн историйӗпе, паллă çынсемпе çыхăннă 8 хайлав пичетлерӗмӗр хаçат страницисенче. Конкурса хастар хутшăннă Лидия Угахинăна (Алексеевски районӗ, Чăваш Майни), Михаил Хӗветкене (Пăва районӗ, Пӳркел), Василий Цыфаркина (Пăва районӗ, Элшел), Елизавета Павловăна (Аксу районӗ, Çӗнӗ Тимушкел), Евгений Бикулова (Хусан), Микулай Павловские (Ульяновск) паха материалсем çырнăшăн чӗререн тав тăватпăр.

Çӗнтерӳçӗсене укçан премипе чыслатпăр

Çак кунсенче жюри конкурс хайлавӗсене пăхса тухса хакларӗ, çӗнтерӳçӗсене палăртрӗ. Вӗсемпе сире те паллаштаратпăр, хаклă вулакансем.


1-мӗш вырăн – Василий Цыфаркин – ăна редакци 5000 тенкӗ укçа парса чыслать. Василий Егорович конкурса виçӗ очерк – «Дедушкин – асра юлакан хушамат» («Суварăн» 2021 çулхи 26-27 №№), «Чăваш халăхӗн паттăр ывăлӗ» (32-35 №№), «Çын пурнăçӗ – юрласа пӗтмен юрă» (42-44 №№) – çырса хутшăнчӗ;


2-мӗш вырăн – Лидия Угахина – 3000 тенкӗ укçан премие тивӗçрӗ. Хисеплӗ çыравçă тата таврапӗлӳçӗ «Пиккăл йăхӗ» («Суварăн» 2021 çулхи 20 №) очеркпа хутшăнчӗ конкурса;


3-мӗш вырăн – Михаил Хӗветке (Вериялов) – ăна редакци 2000 тенкӗ парса чыслать. Михаил Петровичăн хаçатра «Тăхăрьялти Канавкассине 100 çул» статйи (пӗлтӗрхи 24-25 №№) пичетленчӗ.
Çӗнтерӳçӗсене редакци укçан премипе пӗрле Дипломпа чыслать. Конкурсра вырăн йышăнайманнисем те Дипломсăр юлмӗç.
Конкурсра çӗнтернисене чыслама спонсорла пулăшу панăшăн ТР Патшалăх Канашӗн депутатне, ТР ЧНКА Канашӗн председательне Дмитрий Анатольевич Самаренкина чӗререн тав тăватпăр!
Редакци.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев