Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тăван ялăм Пӳсрек

Элмет районӗнчи Пӳсрек ял кунӗ.

Августăн 25-мӗшӗнче Элмет районӗнчи Пӳсрек ялӗ «Манăн пӗчӗк тăван ялăм» уяв ирттерчӗ. Ăна вырăнти Культура çурчӗн ертӳçи Ирина Александровна Ситриванова вырăнти «Палан» фольклор, «Пилеш» ачасен пултарулăх ушкăнӗсемпе пӗрле йӗркелерӗ.

Уява Ваттисен канашне ертсе пыракан Зинаида Ивановна Юльтимирова уçрӗ. Хăнăхнă йăлапа малтан ялăн чи аслă çыннисене саламларӗç. 88 çул тултарнисем виççӗн пирӗн: Варьдюк Ульдивановна Ульдиванова, Амина Шайхуловна Шайхуллина, Елена Сергеевна Паймуллина. Вӗсенчен кăшт кӗçӗнреххисене те, кăçал 85 тултарнă Келзифа Вазингиновна Айкинана, 80-ри Раиса Родионовна Григорьевăна, Анисия Муссовна Айдуковăна, Валентина Ванюрковна Мукминовăна, Сатыбал Сидуллович Пидуллина, Анна Падиряковна Пидуллинăна хисеп турӗç.

Туслă çемье – ял никӗсӗ. Нумай çул пӗрле пурăнакан мăшăрсемсӗр ял уявӗ мӗнле ирттӗр-ха? Çемьесенчен чи малтан 55 çул пӗрле пурăнакан Владимир Сандимировичпа Минзифа Сальдивановна Айкинсене саламларӗç. Сăмах май, Владимир Сандимирович ялта çав тери хисеплӗ çын, вăл шкулта 50 çул ытла тăрăшнă, вӗсенчен 40 çулне – директорта. Ялти йышлă ача-пăчаллă Галинăпа Станислав Айкинсем, Еленăпа Денис Айкинсем, Иринăпа Александр Ситривановсем, Светланăпа Андрей Искенеевсем, Светлана Петухова, Наташăпа Александр Александровсем, Татьянăпа Кирилл Паймулинсем тата 8 ача ӳстерекен Маринăпа Игорь Айкинсем те сцена тухрӗç.

Пӗрремӗш класа каякансене манмарӗç. Вӗсем пирӗн кăçал иккӗн: Илья Дукичпа Потрясов Давид. Ачасене шкулта лайăх вӗренме сунса асăнмалăх парнепе хавхалантарчӗç. Аист айккинчен вӗçсе иртмен кăçал ку ялтан. Владимирпа Юлиян Юльтимировсен Арина ятлă хӗр çуралнă. Ǎна та палăртма манмарӗç,парне парнелерӗç.

Уява ирттерме, ял халăхӗсене саламлама кӳршӗ ялсенчен юрă ушкăнӗсем: Патраклăран, Клемтелӗнчен, Ерӗспелӗнчен, Тури Мактамаран, Ильтен-Бутаран, Чупаевăран килнӗччӗ. Пӳсрек халăхӗ уçă кăмăлпа, савăнăçпа кӗтсе илчӗ вӗсене.

Ял ăçтан, мӗнле пуçланса кайнине РФ тава тивӗçлӗ учителӗ, педагогика наукисен кандидачӗ, истори вӗрентекен Виктор Сидимирович Айкин каласа пачӗ. Вăл ку ялта çуралса ӳснӗ, халӗ Çырчаллинче пурăнать.

Уяв ял халăхӗпе хăнасем пурте пӗрле чей ӗçсе, юрласа, ташласа вӗçлерӗç. Пуçласа пӗрремӗш хут ирттернӗ «Ман пӗчӗк тăван ялăм» уяв пурне те питӗ килӗшрӗ, çакăнпа вӗçленмӗ-ха вăл, кашни çул иртессе шанатпăр!

Зинаида ЮЛЬТИМИРОВА. (Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана