Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тăваншăн тăван та ытлашши

Апатланнă хушăра турилккере ртуть пӗрчисене курах кайнă...

Элмет хулинче çак кунсенче тăваншăн тăван та ытлашши пулнă ахăр. Çывăх çыннисене çемйипех леш тӗнчене ăсатма хăтланнă. Следствирен курăннă тăрăх, сентябрӗн 3-мӗшӗнче çемье (61-ти кил хуçи, унăн 55-ри мăшăрӗ, 29 çулти хӗрӗпе унăн икӗ пӗчӗк ачи тата пӗртăванӗсен ачи) апатланнă хушăра турилккере ртуть пӗрчисене курах кайнă. Каярах çак пӗрчӗсене апат хатӗрленӗ савăтра та тупнă.  Çав самантра кил хуçин амăшӗ те килтех пулнă-ха, анчах та вăл темшӗн ачисемпе пӗр сӗтел хушшине ларман. Кăшт вăхăт иртсенех кил хуçине япăх пулса кайнă, тухтăрсем унăн юнӗнче ртуть ытлашши пулнине палăртнă.

Следовательсен шучӗпе, наркăмăшлăяпалана ют çын мар, килтисемех апата яма пултарнă, анчах кам? Хальхи вăхăтра çак факт енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă. Пулса иртнин сăлтавӗсене тӗпчеççӗ. Хими экспертизи, кил хуçин амăшӗ енӗпе психологипе психиатри экспертизи ирттерме палăртнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев