Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Таварсем лавккари çӳлексем çине таврăнаççӗ, ажиотаж чакать

Раççей Правительствин кризиса хирӗç йышăннă мерисем чи кирлӗ таварсен рынокӗнчи лару-тăрăва стабилизацилеме пултарчӗç тесе пӗлтернӗ Патшалăх Думине Тутарстанран суйланнă депутат Олег Морозов РФ Премьер-министрӗ Михаил Мишустин «Пӗрлехи Раççей» фракци представителӗсемпе тӗлпулнă хыççăн.

«Украина кризисӗ пуçланнăранпа иртнӗ эрнере хаксем 1% çеç ӳснӗ. Тӗрлӗрен мерăсем йышăнса хаксене стабилизацилеме пултарни çинчен калама пулать, таварсем çӳлексем таврăнаççӗ, ажиотаж чакать – ку питӗ лайăх сигнал», – тенӗ Морозов. Ун сăмахӗсемпе, Раççей Федерацийӗн Правительстви умне тăратнă мӗн пур задачăна малалла пурнăçласа пырать. Тӗслӗхрен, кăçал çул-йӗр тума 163 миллиард тенкӗ уйăрма палăртнă пулнă. Парламентарисемпе тӗлпулнă вăхăтра Михаил Мишустин çак пӗлтерӗшлӗ инфраструктура проектне аталантарма тата 120 миллиард тенкӗ уйăрасси çинчен пӗлтернӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев