Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тăватă куна Хусана

Пӗтӗм тӗнчери Хӗрарăмсен кунӗ тӗлне Хусана поездпа викторинăра çӗнтернӗ çемьесем килсе çитнӗ


Пӗтӗм тӗнчери Хӗрарăмсен кунӗ тӗлне Хусана поездпа викторинăра çӗнтернӗ çемьесем килсе çитнӗ 

2024 çулхи январӗн 19 — 21-мӗшӗсенче Мускавра «‎Россия» Халăхсен хушшинчи курав-форумра РФ Президенчӗн Указӗпе Çемье çулталăкӗ уçăлнă. Унăн витӗмӗпе «Родные-любимые» Пӗтӗм Раççейри Çемье форумӗ ӗçленӗ. Çӗршыври çемьесене, çемье династийӗсене пӗрлештернӗ Çемье çулталăкӗн пӗрремӗш мероприятийӗ пулса тăнă форум. Унта Раççейӗн 89 регионӗнчен 250 ытла çемье хутшăннă. 

Регионсен павильонӗсенче те çулталăк пӗлтерӗшлӗ мероприятирен пăрăнса иртмен. Тутарстан республикăн истоийӗпе, культурипе çыхăннă викторина ятарласа форума хутшăннă çемьесем валли ирттернӗ. Унта çӗнтернисене Тутарстанпа çывăхрах паллашма тăватă куна Хусана хăнана чӗннӗ. 

Шăп Пӗтӗм тӗнчери Хӗрарăмсен кунӗ умӗн, мартăн 7-мӗшӗнче «Казань-Пассажирская» вокзалта кӗтсе илтӗмӗр çӗнтерӳçӗсене. 29 çын — ачасем, амăшӗсем, ашшӗсем хумханса, хавасланса тухрӗç перрон çине. Хаклă хăнасене çавăнтах час-чакпа, каравайпа хăналарӗç йӗркелӳçӗсем, вăхăта сая ямасăр пуян программăна пурнăçлама йыхăрчӗç. 

Тăватă кунра ăçта кăна çитме, мӗн кăна курма, тутанса пăма тӳр килмерӗ-ши çӗнтерӳçӗ-çемьесен?

Паллах, чи малтанах Хусан Кремлӗнче пулчӗç. Кунта хăйӗн программи — 1000 çултан иртнӗ Хусанпа паллаштарасси, сăранпа ӗçлессин вăрттăнлăхӗсене каласа парасси çеç мар, мастер клас ирттересси, «Хула панорами» интерактивлă экскурси аслисемшӗн кăна мар, ачасемшӗн те питӗ кăсăк пулчӗ. 
Мартăн 8-мӗшӗнче çӗнтерӳçӗ-çемьесене аслă Пăлхар кӗтсе илчӗ. ЮНЕСКО еткерӗн обьектӗнче иртнӗ экскурси нихăçан манăçмӗ.

Утрав çинчи Свияжск хулинче те питӗ кăсăк пулчӗ килнӗ çынсене. Хусанпа сывпуллашас кун, мартăн 10-мӗшӗнче программăна Тутарстан тӗп хулин паллă вырăнсене кӗртнӗ: Тутар слободи, «Казан» Çемье центрӗ, Чак-чак музейӗ, Башир Рамеев ячӗллӗ IT-парк — пур çӗре те ӗлкӗрмелле çак кӗске вăхăтра, темӗн те курас килет, пурне те алăпа тытса пăхас килет... «Туган Авылым» комплексра тутар халăх апачӗсемпе хăналани тата?! Тӗнчипе чапа тухнă виçкӗтеслӗ вӗтӗ кукăль тума вӗрентни те ахаль мар пулӗ. Килӗсене таврăнсан çемьесенче кăмăла кайнă халăх аптне туса пăхаççех теес килет. 

Сăнӳкерчӗксем М.Козловăн («Татар-Информ» ИА).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2024 – Год семьи в России