Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тавах сире чӗре таппишӗн

«Пирӗн çăлавçă, сиплевçӗ, ăрăмçă», — теççӗ те ăçтан укол тумăн? Чи хакли — пурнăç, çын сывлăхӗ-çке

 

«Пирӗн çăлавçă, сиплевçӗ, ăрăмçă», — теççӗ те ăçтан укол тумăн? Чи хакли — пурнăç, çын сывлăхӗ-çке

Çулсерен çӗртмен виççӗмӗш вырсарникунӗнче Раççейри чи пысăк та пӗлтерӗшлӗ уявсенчен пӗрне — Медицина ӗçченӗн кунне — паллă тăватпăр. Сывлăх сыхлавӗн тытăмӗнче вăй хураканăн профессийӗ питӗ сумлă, кирлӗ. Шăп вӗсенчен хула е ял çыннин сывлăхӗ, кирлех пулсан пурнăçӗ, ӗмӗрӗ килет. «Тухтăрăн ăслă-тăнлă, илемлӗ чунлă, ырă кăмăллă пулмалла, çынсене юратмалла», — тенӗ Гиппократ.

Паянхи тӗрленчӗк Аксу районӗнчи Октябрь поселокӗнче пурăнакан, нумай çул хушши вырăнти ФАПра фельдшер-акушерта вăй хунă Ольга Ионова (Бочкарева) пирки пулӗ. Ӗç ветеранӗ паян тивӗçлӗ канура. Кăçалхи нарăс уйăхӗнче вăл 70 çул тултарчӗ. 
— Октябрь поселокӗн фельдшерпа акушер пункчӗн тимлӗхӗнче яланах виç çӗр ытла çын пулнă. Çав шутран пӗр пайӗ ачасем, тепри — ватăсем, — тет Ольга Степановна шухăшӗнче вăйпитти çулсене таврăнса.
Вӗсене чи малтан пулăшу пама тăрăшнă. Ял халăхӗ хуть те мӗнле ыйтупа та юратнă сиплевçи патне чупса килнӗ, паллах. Паян та профессионалтан канаш илес текенсем пайтах. 
Хуть те хăш саманара та ФАПсен кирлӗлӗхӗ, усси пирки каласа пӗтерме те çук — вӗсем ял инфраструктурин питӗ пӗлтерӗшлӗ пайӗ шутланаççӗ. Никамшăн та вăрттăнлăх мар: ялта вăй хума хуларинчен самай йывăртарах. Ял-салари тухтăрăн чирлӗ çын патне талăкăн вăхăтне пăхмасăр, ир те, каç та, тăманра, çил-тăвăлта та, çумăрта та васкамалла. Çанталăк хăратмасть ăна. 
Ольга Ионова вăхăтӗнче Октябрь поселокӗн ФАПӗнче иккӗн ӗçленӗ. Халь кунта фельдшер Трудолюбовăран килсе çӳрет.
Оля аппан пӗтӗмӗшле ӗç стажӗ 40 çул. Чистайри медицина училищинчен вӗренсе тухнă пикене направленипе тăван Аксу районӗнчи Октябрь поселокне янă. Хăй вăл Кивӗ Киремет ялӗнчи нумай ачаллă çемьерен. Ашшӗ Аслă вăрçăран çӗнтерӳпе таврăннă, амăшӗ колхозра ӗçленӗ, ачасем ӳстернӗ. 
Ку тăрăхра нумайранпа медицина ӗçченне кӗтнӗ. Питӗ илемлӗ, сăпайлă, çирӗп пӗлӳллӗ фельдшер-акушер килнишӗн пӗтӗм поселокӗпех савăннă. Тин çеç салтакран таврăннă Константин Ионов пикене пӗрре курсах килӗштернӗ. Тепӗртакранах пултаруллă та мал курăмлă çамрăксем — ял хуçалăхӗн хисеплӗ водителӗпе медицина ӗçченӗ — туй кӗрлеттернӗ. Çемьере умлăн-хыçлăн виçӗ ача çуралнă. Амăшӗпе ашшӗ поселокри чи кирлӗ, чи тăрăшуллă ӗçченсем пулнине мӗн пӗчӗкренех ăнланнă кил-йышра. Ионовсен ывăлӗпе хӗрӗсене Оля аппан пăянамăшӗпе пăятамӗ ӳстерме пулăшнă. Ывăлӗн çемйине час-часах пырса çӳренӗ аслисем. 
— Фельдшер-акушер ӗçӗнче яланах яваплă пулмалла. Манăн шухăшпа, медицина пулăшăвне чи малтан ачасене тата ватăсене пама тивӗçлӗ. Çапла пулнă та. Тӗрлӗрен самантсем тӳр килнӗ ӗçре: ача çуратма вăхăт çитнӗ хӗрарăмсене Костяпа колхоз автомашинипе леçни те, çӗрле е ирех пулăшу пама тухса чупни те, мунча кӗреймесӗрех аптранă шурсухал е кинеми патне васкани те, йытăсенчен шикленнипе вӗсен чӗлхине пӗлнӗ пек калаçа-калаçа утни те, çапăçакансене чарса йӗрке хуралçисемпе хăратни те... — темӗн те. Тӗрӗссипе, фельдшер ӗçне çăмăл тееймӗн. Пире те хурçăран туман-çке-ха. Аптраман таврашӗнчен пулнипе пур йывăрлăха та парăнтарнă. Пур çӗре те ӗлкӗрме тăрăшнă. Кун-каçа ура питӗ ывăнатчӗ, — тет Ольга Степановна. 
Фельдшер сăмах нимӗç чӗлхинчен «хирти цирюльник» тесе куçать. Малтанхи фельдшерсем вăтам ӗмӗрсенче Германире пулнă. Вӗсем çапăçура аманнă салтаксене медицина пулăшăвӗ панă. Унăн тӗп тивӗçӗсем паян та улшăнман. Шăпах вăл чи малтан пырса санăн сывлăхна хаклать, диагностика ирттерет, пӗрремӗш пулăшу парать, прививка тăвать, кирлех пулсан ансăр специалистсем патне направлени çырать. ФАПра çынсене йышăннисӗр пуçне, Ольга Ионова кун пирки каларӗ ӗнтӗ, кун-каçа пурнăçа кӗртмелли ӗçсем темӗн чухлех пулнă. Çапла майпа фельдшерăн ялан вӗренмелле, пӗлӗвне ӳстермелле. Вируслă инфекцисен тапхăрӗнче пушшех те йывăр. ОРВИ, ОРЗ, грипп, сăвăссем сăтăр кӳрекен тапхăр... Сывлăха сыхлакансемшӗн çулталăкӗпех ӗç нумай.
Çынсем патне хӗлле çуран çӳренӗ пулсан, çулла — велосипедпа. Тимӗр учӗ чăтăмлăн кӗтнӗ ăна хапха çумӗнче.
Илемлӗ, çепӗç чун-чӗреллӗ чăваш хӗрарăмӗ паян — юратнă мăшăр, ывăлпа 2 хӗр амăшӗ, 6 мăнукне ытарайман кукамай тата асанне, вашават пахчаçă, кил хуçи арăмӗ. Тимлӗ мăшăрӗпе, шанчăклă патвар Костя йыснапа иккӗшӗ хăнасене тарават вӗсем. Пултаруллă, мухтава тивӗçлӗ ачисемпе мухтанаççӗ, хăнана кӗтеççӗ.
— Эпӗ хамăн ӗçе питӗ юрататтăм. Унсăр хама курман та темелле. Анчах вăхăтӗнче канма та пӗлмелле. Пенсие ахальтен ямаççӗ. Апла пулсан та пулăшу ыйтма килекен кӳрше-арша хăваласа яман ӗнтӗ, май килнӗ таран канаш панă. Халӗ те çаплах. «Пирӗн çăлавçă, сиплевçӗ, ăрăмçă», — теççӗ те ăçтан укол тумăн? Чи хакли — пурнăç, çын сывлăхӗ-çке, — терӗ Ольга Степановна тăван районӗнчи, республикăри ӗçтешӗсене, тăван акăшне Валентинăпа унăн мăнукне, Маня аккăшӗн хӗрӗпе икӗ мăнукне медицина ӗçченӗн профессиллӗ кунӗпе саламласа.
Тавтапуç сире тимлӗхшӗн, хӳтлӗхшӗн, канăçсăр ӗçшӗн. Яланах чуна уçса калаçма пӗлнишӗн. Тавтапуç сире чӗре таппишӗн!

Алена СЕЛИВАНОВА.
Аксу районӗ.
Ионовсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: день медицинского работника