Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТАВРАПӖЛӲÇӖСЕМПЕ ÇУЛА ТУХСАН

Таврапӗлӳçӗсен ӗçӗнче палăрнă Аксу районӗнчи ентешсене Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн Хисеп хучӗсене пачӗ А.Н.Семенов. Вӗсене çак çынсем тивӗç пулчӗç: Евгений Вячеславович Мадуров, Илья Иванович Воркунов, Евгения Ивановна Кожеманова, Елисей Мурзич Тимирясов, Сергей Васильевич Уланов. Ирина Михайловна Степанова килейменччӗ тӗлпулăва, наградăна ЧНКЦ председателӗ Р.Н.Чентаева Ирина Михайловна патне çитерме пулчӗ.

Пуш уйăхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарта чăваш таврапӗлӳçисен XIV съезчӗ иртнине пӗлтернӗччӗ «Сувар» вулакансене, унта Аксу районӗнчи И.М.Степанован ӗçӗсене пысăка хурса хакланине, Н.Бичурин ячӗллӗ орден парса чысланине асăннăччӗ хаçатăмăрта. 

Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçи А.Н.Семенов, ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Е.А.Турхан тата «Сувар» хаçат ӗçченӗсем Кивӗ Ӳселе çул тытрӗç. Унти вăтам шкулта пире Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн Тутарстанри уйрăмӗн председателӗн çумӗ, Кама леш енчи чăваш таврапӗлӳçисен ертӳçи Евгений Вячеславович Мадуров, Аксу районӗнчи ЧНКЦ председателӗ Роза Николаевна Чентаева, шкул администрацийӗ, вӗренекенсем тата вырăнти таврапӗлӳçӗсем кӗтсе илчӗç. Çак районти таврапӗлӳçӗсен ӗçӗсене ырласа Тав хучӗсем, парнесем  пачӗ Александр Никонович. Кунти таврапӗлӳçӗсен музейне йӗркелесе тытса пыракан истори вӗрентекенне Борис Андреевич Захарова «Чăваш этнокультурин Тава тивӗçлӗ ӗçченӗ»  ята пани çинчен пӗлтерсе Хисеп хучӗ пачӗ. Ял историйӗпе, несӗлсен пулни-иртнипе кăсăкланакан шкул ачисене, Артем Охотникова тата Николай Охотникова, таврапӗлӳçӗсен йышне хутшăнтарса удостоверенисем пачӗ. Хăйӗн нумай пулмасть пичетленсе тухнă кӗнекисене парнелерӗ.

Кивӗ Ӳсел шкулӗнче тивӗçлӗ канăва кайиччен директор çумӗ пулса ӗçленӗ Аркадий Аркадьевич Михайлов та пулчӗ çак тӗлпулура. Ялти Михайлов хушаматлă çынсен шăпи-пурнăçне вăл нумай çул тӗпчесе «Михайловы» кӗнеке йӗркелесе кăларнă. Хытă хуплашкаллă, хулăн кӗнекене алăра тытма та кăмăллă, вулама та кăсăк. Шел, тиражӗ пысăк мар. Пурӗ те 68 экземпляр. Çак пысăк ӗçе тивӗçлипе хакласа Аркадий Аркадьевича «Хисеплӗ таврапӗлӳçӗ» ят пани çинчен пӗлтерсе саламларӗç. А.А.Михайлов халӗ те тăван ен историне тӗпчессипе вăй хурать.

Таврапӗлӳçӗсен ӗçӗнче палăрнă Аксу районӗнчи ентешсене Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн Хисеп хучӗсене пачӗ А.Н.Семенов. Вӗсене çак çынсем тивӗç пулчӗç: Евгений Вячеславович Мадуров, Илья Иванович Воркунов, Евгения Ивановна Кожеманова, Елисей Мурзич Тимирясов, Сергей Васильевич Уланов. Ирина Михайловна Степанова килейменччӗ тӗлпулăва, наградăна ЧНКЦ председателӗ Р.Н.Чентаева Ирина Михайловна патне çитерме пулчӗ. 

«Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова залра ларакансемпе чăваш чӗлхин пуянлăхӗ, ытарайми илемӗ пирки тухса калаçрӗ. «Паян çак чӗлхене упраса хăварма «Сувар» пуринчен ытла пулăшать, Тутарстанăн тӗрлӗ кӗтесӗнче пӗр-пӗринчен инçетре пурăнакан чăвашсене ентешӗсен ӗçӗ-хӗлӗ çинчен республика шайӗнчи пӗртен-пӗр массăллă хыпар хатӗрӗнчен – «Сувар» хаçатран пӗлме пулать», – терӗ Ирина Федоровна çирӗппӗн. Чăнах та, чăвашла питех вулас текенсем Шупашкарта тухса тăракан хаçат-журнала та çырăнса тăма пултараççӗ, анчах Тутарстанри чăвашсен нуши-савăнăçӗ çинчен «Сувар» çеç тӗплӗн çырса кăтартать. Пултарулăхне çын çине кăларас текенсене те «Суварах» пулăшать. Ирина Трифонова хаçатăн тӗп редакторӗ, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн председателӗ те. Кӗскен Ирина Федоровна çыравçăсен ӗçӗ-хӗлӗ çинчен те каласа пачӗ. Унăн пайташӗсен хушшинче çамрăк авторсем сахалли çинчен те пытармарӗ. Çак лару-тăрăва улăштарас тӗллевпе «Сувар» страницисенче пичетленме çамрăк авторсене йыхравларӗ.

ЧНКЦ председателӗ Роза Чентаева сăмахӗсем залра ларакан ачасен чӗринех кӗрсе вырнаçрӗç пулӗ. Чăваш пулса çуралнă çынна несӗлӗсем хуть мӗнле йывăрлăхра та пулăшаççӗ. Анчах вырăса тухнă чăвашсене несӗлӗсем ăнланмаççӗ (вӗсем вырăсла пӗлмеççӗ-çке) çавăнпа пулăшаймаççӗ. Чăвашсен несӗлӗсем питӗ вăйлă, паттăр çынсем пулнине, пирӗн истори пуян пулнине Болгари писателӗн Стоян Загорчиновăн «Ивайло» историпе приключени кӗнекинче çырнине вуласах пачӗ.

Беловкăри библиотека ӗçченӗ, таврапӗлӳçӗ Евгения Ивановна Кожеманова Кивӗ Ӳселтен Аксăва çул тытнă май Беловкăна йыхравларӗ, библиотекăн пӗр пысăк мар пӳлӗмӗнче йӗркеленӗ таврапӗлӳçӗсен музейӗн экспоначӗсемпе паллашма чӗнчӗ. Чăваш халăхӗн кил-тӗрӗшре усă куракан кулленхи япалисене тирпейлӗн вырнаçтарнă унта. Хăш-пӗр япалине çитӗннисем те кӗнекере, телевизорпа çеç курнă. Ачасемшӗн вара ку несӗлсемпе тӗл пулнипе танах, чăннипех интереслӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев