Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тавтапуҫ Илья Павловича!

Вӑл ҫине тӑрса тытӑнман пулсан, Наратлӑра чиркӳ пулас ҫукчӗ-тӗр

  

Июлӗн 30-мӗшӗнче Пӗкӗлме районӗнчи Наратлӑ ялӗнче официаллӑ майпа службӑсем ирттерме тытӑннӑ. Ҫак утӑм патне ял-йыш 5 ҫул утнӑ.
2013 ҫулта ун чухнехи ял хутлӑхӗн пуҫлӑхӗн И.П.Яковлевӑн пуҫарӑвӗпе пуху иртнӗ. Унта вырӑнти тӗн организацине туса хума йышӑнаҫҫӗ. 10 ҫынран тӑракан учредительсен канашне суйлаҫҫӗ. Чиркӳ вырăнне суйлама Элметпе Пӗкӗлме епископӗ Мефодий килнӗ яла. Вӑл суйлама сӗннӗ виҫӗ лаптӑкран Наратлӑ варринчине палӑртать. Чиркӗве 5 ҫул тӑваҫҫӗ. И.Я.Яковлев стройкӑра ҫывӑрманни кӑна, пӗтӗм чунне чиркӗве парать. Храм чӑнах та илемлӗ те чаплӑ пулса тухрӗ. Укҫа-тенкӗ енчен пит пуян пулмасан та, ял ҫыннисем чиркӳ тума мулне шеллемерӗҫ, Наратлӑ депутачӗсем те, вырӑнти ял-хуҫалӑх предприятийӗ те, "Бавлынефть" НГДУ та айккинче юлмарӗҫ.

Июлӗн 30-мӗшӗнче Наратлӑна нумай пачӑшкӑ килчӗ. Ирхине 7:30 та службӑ пуҫланчӗ. Чӑн-чӑнни. Тавтапуҫ Илья Павловича!

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев