Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тавтапуç автора!

Ентешӗн паттăрлăхӗ çинчен пӗлсен, унăн пурнăçне питӗ ӗненмелле çырса кăтартнă

1967 çулхине «Туслăх» Нурлат район хаçатӗнче В.М.Бурайкинăн «Çырса пӗтереймен биографи» статйи тухнăччӗ. Унта манăн атте, ТАССР Октябрьски районӗнчи Кивӗ Çырчалли ялӗнче пурăннă вăрçă ветеранӗ Иван Дмитриевич Маслов çинчен çырнăччӗ. Атте пирӗн вăрçăра Хӗвеланăç фронтăн 5-мӗш Çарӗн стрелоксен 2-мӗш батальонӗн миномет расчечӗн командирӗ пулнă. Унăн паттăрлăхӗ çинчен «Правда» хаçатра та çырнă. Ун чух Валентин Михайлович 25-ре пулнă. Ентешӗн паттăрлăхӗ çинчен пӗлсен, унăн пурнăçне питӗ ӗненмелле çырса кăтартнă. Статья мана çав тери савăнтарчӗ.
В.М.Бурайкинпа хăйӗнпе тата унăн пултарулăхӗпе эпӗ 2010 çулта паллашнă хыççăн вăл гражданин, патриот пулнине ăнлантăм. XXI ӗмӗрте те вăл хăйне çывăх, хаклă темăпа чунтан тухакан сăмахсемпе питӗ ӗненмелле çырать. Сăмах вăйӗ унăн пысăк.
«Эпир – нурлатсем» çӗнӗ кӗнеки мӗн çинчен пулнине ячех палăртать, тăван енпе мăнаçланма хистет.
«Пурнăçăм,  юрататăп сана, малашне лайăхланса кăна пыр» – хисеплӗ çынсем çинчен çырнă калавӗсен тӗп шухăшӗ. Кашнин çинчен автор хăйӗн чи çывăх, чи хаклă çынни пек каласа парать, ыттисем асăрхаманнине уççăн палăртса: «Мӗн тери лайăх вăл Çӗр тата ун çинче пурăнакан çынсем!» – тенӗ пек туйăнать. Автора чăнах та шанатăн, вăл каласа панă çынсене хисеплеме пуçлатăн. Уншăн вулаканăн шухăшӗ те пӗлтерӗшлӗ.
 Хисеплӗ Валентин Михайлович! Эсир хăвăрăн тивӗçӗре пурнăçларăр! Эпир нурлатсемпе мăнаçланатпăр, вӗсене хамăрта ырă туйăм çуратма, наци туйăмне вăратма, хамăр халăхăн, Раççейӗн, кашни çыннăн шăписемшӗн яваплăха туйма пултартăр.
Хисеплӗ Валентин Михайлович! Çирӗп сывлăх, пултарулăхра ăнăçу сунатпăр. Хăвăрăн юбилейӗр тӗлне çӗнӗ кӗнекепе савăнтарасса кӗтетпӗр.
Н.И.ИВАНОВА,
ТР тава тивӗçлӗ учителӗ,
Тăван çӗршывăн хӳтӗлевçисене ӗмӗр асра хăварассипе ӗçлекен комиссин тата ТР Вăрçă ветеранӗсемпе çар службин ветерансен комитечӗн пайташӗ.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев