Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тавтапуç кинопремьерăна Хусанта ирттернишӗн!

Августăн 11-мӗшӗ Хусанти чăвашсемшӗн культура пулăмӗсемпе пуянччӗ. 14:00 сехетре ТР Халăхсен Туслăхӗн Çуртӗнче Сергей Щербаков ӳкернӗ «Пирӗшти куççулӗ» илемлӗ фильма пӗрремӗш хут кăтартрӗç. Режиссер хăй те Хусана килнӗччӗ, унпа пӗрле тӗп роле вылякан Ольга Палан актриса.

Кинона кӗçнерникун ӗç вăхăтӗнче кăтартнăран, премьерăра çын нумаях марччӗ. Çапах çак çынсем тăван чӗлхепе кино курассишӗн пухăннине хакламаллах.

Чăвашла кино вăл – халăха хăйӗн чӗлхи ытамӗнчех малалла ӳсме май паракан аталану сыпăкӗсенчен пӗри. Анчах та вăл паравоза йӗркеллӗ рельсăсем çине тăратас вырăнне чиновниксем кустăрмисене ломсем чике пуçларӗç. Вырăнта тăракан паравоз пăс кăларса тăнин мӗн усси вăл малалла каяймасть пулсан? Темшӗн Чăваш Республикинчи интеллигенци хамăр кино хӳттине питех кӗмерӗ. Хусансемпе пензăсем тăрăшрăмăр Мксимов Кошкинский пуçарнă наци киностудине упраса хăварма. Кăçал июнь уйăхӗнче «Чăвашкино» хупăннă хыççăн аталану ӗмӗчӗпе пурăнакансен нумайӗшӗн алли усăнчӗ пулӗ, анчах Сергей Щербаковăн мар. Вăл çине тăрсах «Пирӗшти куççульне» хатӗрлесе çитернӗ. Тен, пире тав тусах вăл кинопремьерăна Хусанта ирттерес терӗ пуль.

Укçасăр ӳкерекен фильмсен тытăмӗ, вăрăмӗшӗ, пахалăхӗ хăйне евӗр. Анчах та сарлака экран çинче тăван чӗлхене итлес текенсем вӗсене асăрхамарӗç тейӗн. Çапах актерсен лайăх вăййине палăртмаллах. Туслăх çурчӗн пӗчӗк залӗнче киносеанс пынă вăхăтра куççуль кăларакансем те пулчӗç. Экранри актерсем чăвашла калаçнă вăхăтра титрсем вырăсла çырăнса пырăнчӗç.  

Хальхи вăхăтра питӗ çивӗч тăракан ыйтăва хускатнă чăваш режиссер-сценарисчӗ. Упăшки арăмне укçаллă тăвас тесе Сирири вăрçа каять те унтан вилсе таврăнать. Кинори пулăмсем, курăнусем çак сюжет тавра чăмăртанаççӗ. Хулара пурăнакан халăх ӗç-хӗлне, этемӗн чун туртăмне, шалти кăмăл-туйăма ӳкерекенсемпе вылякансем аван кăтартнă. Тавтапуç кинопремьерăна Хусанта ирттернишӗн!

Фильма курнă хыççăн ăна сӳтсе явасси пуçланчӗ. Куракансене хумхантарнă унта хускатнă тема. Чылай вйту пачӗç хусансем Сергей Щербакова. Режиссер вӗсем çине тивӗçлӗн хуравларӗ. Ольга Палан актриса юрă юрласа панă хыççăн мероприятире хулăн пăнчă лартма пулатчӗ. Анчах та халăх ыйтнипе çак кун тепӗр киносеанс та пулчӗ. Мистикăллă «Вупăр» фильм та килӗшрӗ Хусанти куракана.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев