Сувар

Тайландран килекенсене тăванӗсем кӗтме тухмаççӗ

Паян, апрелӗн 16-мӗшӗнче, Тайландран Хусана спецрейс вӗçсе килет. Самолетра пурӗ 179 пассажир.

 Республика ертӳçин пресс-секретарӗ Лилия Галимова пӗлтернӗ тăрăх, самолетри  179 пассажиртан (тӗпрен илсен,  канма кайнă туристсем), 111-шӗ тутарстансем. Вӗсем Хусанта анса юлаççӗ, ыттисем Епхӗве вӗçеççӗ.  Ӳт температурине самолетрах тӗрӗслӗç. Хусанта вӗсене хальхинче тăванӗсем кӗтме тухаймӗç. Сăлтавӗ – коронавирус. Чире сарăлма чарас тӗллевпе тăванӗсене аэропорта кӗртмеççӗ. Пассажирсене Хусанти «Ливадия» санаторие, чир паллисем пуррисене тӳрех инфекци больницине ăсатаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: