Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Театр кунӗнче спектакльсене округ хакларӗ

Ӗнер, Пӗтӗм тӗнчери Театр кунӗнче «Театральное Приволжье» V театр фестивалӗ вӗçленчӗ

Ӗнер, Пӗтӗм тӗнчери Театр кунӗнче «Театральное Приволжье» V театр фестивалӗ вӗçленчӗ

Çамрăксен театарӗсем, ача-пăча театрӗсем малтан регионесенчи турта çӗнтернӗ, халӗ федераллă округ шайӗнче хăйсене кăтартнă. Тутарстанран фестивале икӗ коллектив хутшăннă: «Çамрăксен театрӗ» категорире Тутарстанри пӗрремӗш инклюзивлă творчество студийӗ «Э-моция» (ертӳçи Инесса Клюкина) «НормальНо» спектакльпе тата «ача-пăча театрӗ» категорире «Апуш» творчество пӗрлешӗвӗн «Без» студийӗ (ертӳçи Алия Файзрахманова) «Кечтук» («Малявка») спектакльпе. Аса илтеретпӗр, 2023 çулта «Апуш» çак фестивальте I вырн çӗнсе илнӗ. 

«Театральное Приволжье» фестивале хутшăнакансен йышӗ çулран çул ӳссе пырать. Кăçал 14 регионтан 400 спектакльпе 6000 ача тата çамрăк хутшăннă. Регионсенчи турсем хыççăн 28 спектакле финала хăварнă: 1 спектакль — çамрăксен театрӗн, 1 спектакль — ача-пăча театрӗн. 

Пӗтӗмлетӳ турӗ онлайн-трансляципе иртрӗ. Хаклакансем Атăлçи федераллă округри регионсем пулчӗç, «Евровидение» юрă конкурсӗнчи пек. Ку меслет чи тӗрӗсси пулчӗ-тӗр. Чăн та, «Чи лайăх режиссер», «Чи лайăх актер» ... номинацисене жюри пайташӗсем хăйсем хакласа палăртнă. Афиша е плакат ӳкерессипе те çӗнтерӳçӗсене вӗсемех палăртнă. Пирӗн ентеш Яна Попеско çамрăксен номинацинче çӗнтернӗ ку енӗпе. 
«Кечтүк» («Малявка») спектаклӗн художникӗ Анастасия Бузунеева «Чи лайăх илемлетекен» номинацире çӗнтернӗ. 

Фестивалӗн финал турӗ кăсăк пулчӗ. Регионсенчи экспертсем хăйсене килӗшнӗ пилӗк спектакле суйласа вырăн-вырăнпа палăртса тухрӗç (5-мӗш вырăн —3 балл, 4 — 5 балл, ... 1 вырăн — 15 балл) . Малтанах регион хыççăн регион пӗр коллектива пысăк баллсем парать. «Ку çӗнтеретех ӗнтӗ», — тесе шутланă вăхăтра, калăн, теприсем ăна асăрхамаççӗ те, пачах урăх коллективсене малти вырăнсене пама пуçлаççӗ... Шел, хăшӗсене никам та хакласа 3 балл та пулин памарӗ. Тӗслӗхрен, Чăваш Енри Çӗрпӳ хулинчи ача-пăча спектакльне, Ульяновск облаçӗнчи ача-пăча спектакльне. Кун пеккисем тата пулчӗç.
«Çамрăксен театрӗ» категорире Чăваш Енри «Кафедра» пластика студийӗ «Доминанта» спектакльпе çак хӗрӳ ăмăртура III вырăн йышăнчӗ. Чулхуласем вара чи маттуррисем пулчӗç. Самар облаçӗнчи «Отрадная» труппа «Алабин» мюзиклпа II вырăн. Е.Шварцăн «Дракон» пьесипе лартнă спектакль пурне те килӗшрӗ тесен тӗрӗсех — I вырăна тухрӗ.

«Ача-пăча театрӗ» категорире кăçал Пермь крайӗ çӗнтерчӗ. Тутарстанăн «Кечтүк» («Малявка») спектаклӗ II вырăн йшăнчӗ, III вырăна Удмурт Республикин «ОБРАZ» ачасен театр студийӗ тивӗçрӗ. 

Çӗнтерӳçӗсене Ижевск хулинче (Удмурт Республики) апрелӗн 22 — 25-мӗшсенче наградăлаççӗ. Çӗнтерӳçӗсен çулла майăн 27 — июнӗн 3-мӗшсенче Атăл тăрăх пăрахутпа Раççей театр искусствин институчӗн (ГИТИС) ӗçченӗсемпе ярăнаççӗ, паллах, ăстасем хăйсен опычӗпе паллаштарӗç, мастер-классем ирттерӗç.

Сăнӳкерчӗк mincult.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: фестиваль