Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Теччӗсем 90-мӗш сетка çыхаççӗ

Теччӗ районӗнчи «Серебряный возраст» волонтерсен юхăмӗ СВОра кӗрешекен, госпитальсенче сипленекен хамăр салтаксем валли гуманитари пулăшăвӗ пухас ӗçе илсе пырать. Çак ӗçе район халăхӗ хастар хутшăнать: кам ăшă чăлха-нуски çыхса килет, тепри час пăсăлман апат-çимӗç, виççӗмӗшӗ куллен кирлӗ япаласем кӳрет, тепри окоп çурти ăсталаса парать.

Теччӗри волонтерсен ушкăнӗ çаплах фронт валли маскировка сеткисем те çыхать. Нумай пулмасть кăна ентешӗмӗр Маргарита Анатольевна Адайкина «ВКонтактери» хăйӗн страницинче: «90-мӗш патне çывхаратпăр. Сетка çыхма кăмăл пуррисем килӗр — вӗрентетпӗр», — тесе çырнăччӗ. Теччӗ хӗрарăмӗсем 90 яхăн маскировка сетки çыхса салтаксем патне ăсатнă та ӗнтӗ, куншăн вӗсене темӗн пысăкăш тав. 

Декабрӗн 28-мӗшӗнче «Серебряный возраст» волонтерсен юхăмӗн хастарне Маргарита Анатольевна Адайкинăна район пуçлăхӗ Рамис Сафиуллов çак сăваплă ӗçе пурнăçланăшăн Хисеп хучӗ парса чысланă. Саламлатпăр!

Сăмах май, Теччӗ ЗАГСӗ те «Ентеш-салтак патне çыру» акци пуçарнă. Çак кунсенче ЗАГСра хут уйăрттарса пӗрлешнӗ çӗнӗ мăшăр, Сергейпе Дарья Семеновсем, салтаксем патне çыру çырнипе пӗрлех хăйсен çемйинчен кучченеç те ăсатнă. М.Адайкина сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество