Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Теччӗ районӗн пуçлăхӗ Донецк тата Луганск халăх республикисене гуманитари пулăшăвне ăсатнă

Тутарстанри виçӗ муниципаллă район пуçлăхӗсем ДНРпа ЛНРа 55 яхăн тонна продовольстви пулăшăвӗ пухса ăсатнă.

Теччӗ районӗн пуçлăхӗ Р.Х.Сафиуллов хăй шутӗнчен 2 пин коробка – 40 тонна – спонсорла пулăшу кӳнӗ. Вăл коробкăсене шӗвӗ çу, хуратул, рис, пăрçа кӗрписем, сахăр песукӗ, çăнăх, макарон, канхвит, сгущенка кӗреççӗ.

Актанăш районӗ вунă тонна çăнăх ăсатнă. Унпа пӗрле 10 продовольстви коробкисем (хуратул, геркулес, шӗвӗ çу, канхвет, сухари, пӗремӗк, тушенка, солянка, кофе, чей, çăнăх, сахăр). Спонсорла пулăшăва уйрăм предприниматель кӳнӗ.

Алексеевски районӗ – виçӗ тонна продовольстви таварӗсем ăсатнă. Вӗсен шутне çăнăх, сахăр, тăвар, кӗрпесем, шӗвӗ çу, аш-какай продукцийӗ кӗрет. Çак продукцие коммерцилле организацисем, ял-хуçалăх предприятийӗсем, район усламçисем пулăшнипе пухнă.
Продовольстви продукцине леçме РФ Оборона министерстви икӗ Ил-76 самолет уйăрнă. Гуманитари пулăшăвне ДНРа çити Теччӗ районӗн пуçлăхӗ Р.Х.Сафиуллов ăсатма кайнă.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев