Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Теччӗ районӗнчи Аслă Ăнă ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Алексей Афанасьев: «Хулана кайнă çамрăксем яла таврăнасшăн мар çав...»

Аслă Ăнă ял хутлăхне пилӗк ял кӗрет: Аслă Ăнă, Шанчă, Победа (унта аян икӗ çын пурăнать),  Çӗньял тата Кӗçӗн Фролово – унта паян пӗр çын та пурăнмасть. Апла пулин те вăл шутра тăрать.

Ял хутлăхӗсен пурнăçӗ, ӗçӗ-хӗлӗ пӗр республикăра пулсан та пӗр пӗринчен уйрăлса тăрать. Теччӗ районӗнчи Аслă Ăнăн ял хутлăхӗн халӗсем мӗнле? Çемье тăрантма ӗçӗ пур-и çынсен? Пурнăç условийӗсем тивӗçтереççӗ-и кунти чăвашсене? Çакăн çинчен пире ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Алексей Иванович Афанасьев каласа пачӗ.

Аслă Ăнă ял хутлăхне пилӗк ял кӗрет: Аслă Ăнă, Шанчă, Победа (унта аян икӗ çын пурăнать),  Çӗньял тата Кӗçӗн Фролово – унта паян пӗр çын та пурăнмасть. Апла пулин те вăл шутра тăрать. Унта регистрациленӗ çӗр пайӗсем пур. Дачăсем пек хăварасшăн пулнă çыннисем малтанах, анчах ăнăçман – çывăхра пысăк çул иртет. Çуртсене сӗмсӗрле çаратаççӗ.

Аслă Ăнă – чи пысăк ял. Тӗпрен илсен унта чăвашсем пурăнаççӗ. Шанчă вырăс ялӗччӗ, унта та чăвашсем йышлă, сахалтан та 70 проценчӗ чăвашсем халь. Аслă Ăнă ял хутлăхӗнче паян 850 çын пурăнать. Пилӗк ял ачисене пӗр çӗре пуçтаракан вăтам шкул Аслă Ăнăра вырнаçнă. Шанчăра кӗçӗн çулти ачасем валли шкул-садик ӗçлет. Тăваттăмӗш класчен вӗрентеççӗ вӗсене. Ку ялта вăтам шкулӗ те пулнă вăхăтӗнче, анчах çулран çул ачасен йышӗ сахалланипе вăтам шкула Аслă Ăнăра çеç хăварнă. Ку йышăнăвăн лайăх енӗ – шкула вӗренӳ хатӗрӗсмпе пуянлатса ачасене лайăхрах пӗлӳ пама май пурри.

Шанчăри шкула хупсан вӗрентекенӗсем (вăтам çулсенчи çынсем)  вырăнти «Родина» агрофирмăна ӗçе вырнаçӗç текен шухăш пурччӗ. Çук, хăйсен профессине пăрахас темерӗç, ялтан урăх çӗре куçса кайрӗç – Хусана, Анат Камăна, Теччӗне...

Аслă Ăнăра «Содружество» агрофирма ӗçлет, вăл «Ак Барс» холдинга кӗрет. Ялсенчи çынсенчен нумайăшӗ çак «Содружествăра», «Родинăра» ӗçлеççӗ. Ытти çӗрти пекех пысăк хуласене кая-кая ӗçлесе килекенсем те пур.

Пирӗн ял хутлăхӗн территорийӗнче тата ватăсен интерначӗ ӗçлет. Пӗтӗм республикăран килеççӗ унта, халӗ 45 çын пурăнать. Вӗсене пăхмалла, тăрантармалла.

Ял хутлăхӗсене аталантарассипе республикăра нумай программа хута кайнă. Эпир «Чистая вода» проектпа ӗçлетпӗр. Çынсенчен пухнă сулăм укçипе проект документацине тăватпăр, кайран шыв кӗртес ыйтăва татса паратпăр, кивелнӗ пăрăхсене юсатпăр. Ял территорийӗсене аталантарас программа пирӗн патра питӗ лайăх ӗçлесе кайрӗ. Çапла майпа больница амбулаторийӗ хута кайрӗ. Халӗ унта виçӗ медсестра, пӗр врач-терапевт, Теччӗрен эрнере икӗ хутчен стоматолог килсе каять. Çак программăпах кăçал фитнес-центр туса лартнă. Баланс çине куçарман хальлӗхе ăна. 4-5 кун каялла Мускавран килсе йышăнчӗç ăна, мускавсем кăтартса тăрса турӗç çак фитнес-центра. Районта вӗсем саккăрăн, пилотлă проект çакă. Халăх интересленет унпа.

Пур конкурса та, ярăмарккăна та хутшăнма тăрăшатпăр. Теччӗ районӗнчи ялсем пысăк мар. Тархан чи пысăк ял, 1000 яхăн çын пурăнать унта.

Пӗр çамрăк çемье Ешӗлвартан пурăнма куçрӗ. Арăмӗ пӗчӗк ачапа ларать, упăшки чукун çул çинче ӗçлет, Ешӗлвара ӗçе çӳрет.

Ял хутлăхӗнче предпринимательсем çук тени тӗрӗс пулмӗччӗ, суту-илӳ ӗçӗпе, харпăр хуçалăхра услам тумалăх пахча çимӗç, улма-çырла туса илеççӗ, выльăх ӗрчетеççӗ. Ӳсен-тăранпа ӗçлекен фермерсем пур-ха, апла пулин те пирӗн тăрăхра фермерсем пит нумай тееймӗн. Çакăн сăлтавне те тупса калаймăн. Кунтан инçех мар Кляшево ялӗ пур. Унта колхозсем пӗтсен выльăх-чӗрлӗх ӗрчетессине çынсем хăйсем çине илнӗ. Çирӗмшер ӗне тытакан пур унта халӗ.

Аслă Ăнăра тимӗр-бетон завочӗ, МТС, больница пулнă, пекарня, интернат ӗçленӗ. Ял-йыш урăх ӗçпе пурăннă. Кунта вӗрентекенсем нумай пулнă. Ялăн хăйнеевӗрлӗхӗсем пур кунта. Тӗслӗхрен, эпӗ Шанчăран. Анне вӗрентекенччӗ. Ăна яланах кăшман пайӗ çумлама уйăрса паратчӗç. Аслă Ăнăра вара вӗрентекенсене, интеллигентсене çумлаттарман. Ку ялта пурнăç йӗрки урăхларах пулнипе-ши, экономика улшăнăвӗсем çӗнӗлле пурăнма вӗрентеймен вӗсене.

Пиншер тенкӗ сулăм укçи пухса ял пурнăçӗнче кирлӗ ӗçсем тума тăрăшатпăр. Аслă вăрçăра пуç хунисене халалласа лартнă палăка çӗнетесшӗн, Шанчăра, Çӗньялта çулсене юсасшăн. Масар картисене тытатпăр. Шыв кӗртмен урамсенче çăлсем чавмалла. Аслă Ăнăра централизаципе шыв кӗртнӗ, икӗ урама çеç шыв çитеймен.

Цифровизаци çулӗ ӗç çине мӗнле витӗм кӳнине те каласа пачӗ Алексей Иванович.

– Чи малтанах ку хуçалăхсенчи выльăх-чӗрлӗхе шута илнипе çыхăннă. Енчен те маларах пӗтӗм  даннăйсене пысăк тетрадьсене çырса пынă-тăк, халӗ пӗтӗм цифрăна компьютера çыратпăр. Кашни кварталта çӗнетсе тăратпăр. Мӗншӗн тесен ку харпăр хуçалăха аталантарма паракан субсидипе çыхăннă. Калăпăр, субсиди илес тесен январӗн 1-мӗшӗ тӗлне çыннăн хуçалăхӗнчи выльăх-чӗрлӗхӗн шучӗ компьютерта пулмалла. Халь ӗнешӗн субсиди памалла – пӗр ӗне тытакансем 2000 тенкӗ илеççӗ, икӗ ӗнеллисем – 3 пин тенкӗ, виçӗ, тăватă ӗнеллисене – кашни ӗнишӗн 3300 тенкӗ тӳлеççӗ. Выльăх тытма çăмăл мар халь. Апат хатӗрлеме йывăр, вăйпитти çынсем ӗçлеме тухса кайнă пулсан, туянса апат хатӗрлеме йӳнӗ мар. Колхозсен вăхтӗнче утă-улăм панă ӗçченсене. Халь апла мар вӗт.

Паян сӗт сутса укçа тума лайăх – литрне 30 тенкӗпе туянаççӗ сӗт пуçтаракансем. Паллах, çыннăн интерес пур, калăпăр, тăватă ӗне тытакан кашни ӗнинчен вăтамран 9-10 пин тенкӗ илет. «Пилӗк ӗне» программăна хутшăнакансене сарайсем тума 200 пин тенкӗ субсиди параççӗ.

Демографи ыйтăвӗ çивӗч. Çуралакансем сахал, вилекенсем нумай. ‎ Интернатра ватлăх çитнипе те, ковида пула вилнисем те самаях. Çамрăксем хуласене каяççӗ. Пурнăç условийӗсене лайăхлатма тăрăшатпăр-ха, апла пулин те Хусанта хаклă хакпа хваттере тара илсе пурăнакансем яла таврăнасшăн мар. Пурнăç пӗр вырăнта тăмасть, тен, каярах таврăнӗç те.

***

Фитнес-центр сăмах çаврăнăшӗ ялшăн ытла çӗнӗ. Чăннипе мӗнлерехскер вăл? Малашлăхӗ пур-и? Кам укçи-тенкипе тытса тăрӗç ăна, ял халăхӗ çӳрӗ-ши унта, тӳлевлӗ пулӗ-ши вăл е тӳлевсӗрех ӳт-пӗве пиçӗхтерме пулӗ-и? Ыйтăвӗсем нумай. Нумай та вăхăт иртмӗ, теччӗсем вӗсем çине хурав парӗç.

 Эпир фитнес-центра çитсе куртăмăр. Пăхма пысăк мар, анчах санитарипе гигиена ыйтнине çирӗп пăхăнса тунă ăна. Хӗрарăмсен, арçынсен гардеробӗсем, душ пӳлӗмӗсем, йӗпеннӗ çӳçе типӗтме фенсем пур. Спорт снарячӗ те тӗрлӗрен, тренажерсем те илӗртсе тăраççӗ. Картишӗнче çуллахи вăхăтра спортпа аппаланма тренажерсем лартнă.

Автор, И.Трифонова, К.Романова сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: теччӗ чăвашӗсем