Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Теччӗ районӗнчи Кильдюшевăра мăкшăсен «Валда Шинясь» уявӗ иртрӗ

Çуллахи кун таврăннипе çыхăннă йăласем çутçанталăк тӗнне ӗненнӗ халăхсен кашнин пур (халь христиан, мăсăльман тӗнне ӗненекенсемшӗн ку мăн аслашшӗсене сума суса  уяв ирттерни ӗнтӗ). Июнӗн 25-мӗшӗнче Теччӗ районӗнчи Кильдюшево ялӗнче иртнӗ «Валда шинясь» пирки те çакнах каламалла. 

Ку ялта мăкшăсем пурăнаççӗ. Пӗрремӗш хут вӗсене 1648 çултах летопиçре асăннă. Яла Кильдюш Дмитриевич (Кильдюш Митрей) никӗсленӗ теççӗ, Паркайк Кедюшевран (Чӗмпӗрти хутсенче ăна çӗр лаптăкӗ уйăрни çинчен çырнă) пуçланса кайнă текенсем те пур. Ăсчахсем вӗсене пӗр çынах тесе шутлаççӗ.

2010 çулхи çыравпа ялта 450 çын пурăнать.  Ялта шкул, ача сачӗ пур. Кӳршӗ ялсенчен те шкула çӳреççӗ Кильдюшевăна. 

«Валда Шинясь» (Çутă кун е Çуллахи кун таврăнни) кăçал 9-мӗш хут пулчӗ. 2014 çулта пӗрремӗш хут ирттернӗ ăна. Çак кӗске вăхăтра ырă уявăн ячӗ инçете саланнă. Иртнӗ шăматкун Ульяновск облаçӗнчен, Камскоустьински, Алексеевски, паллах, Теччӗ районӗсенчен, Мордва Республикинчен, Чăваш Енрен пуçтарăннă хăнасем. 

Уяв тӳремне кӗнӗ çӗрте таврари ялсенчен, регионсенчен килнӗ ăстаçăсем таварӗсене сутаççӗ. Мӗн кăна çук-ши кунта? Хурăн хуппинчен ăсталанă шăхличсем, пуканесем, пуç кăшăлӗсем. Хӗрсем валли алкасем, сулăсем. Телей кӳрекен тенкӗсем те туянма пулать. Йывăçран касса эрешленӗ пӗчӗк шкатулкăсем тата мӗнле илемлӗ. Пусма тавартан çӗленӗ пуканесем те илӗртӳллӗ, мăкшă тумӗллисене те асăнмалăх туянма пулать. Ытти халăх уявӗсенчен уйрăмми «Валда шинясьра» фотозонăсем пулчӗç. Çакна йӗркелӳçӗсем питӗ тӗрӗс шута илнӗ. Мӗншӗн тесен уява килнӗ çыннăн асăнмалăх сăн ӳкерӗнес килетех. Кунта вара этем çӳллӗш пуканесем мăкшă тумӗпе çăм арласа лараççӗ, юнашар ларса мӗншӗн сăн ӳкерӗнес мар? Е тата ялти çурт фасачӗ. Унăн хыçне кӗрсе чӳречерен пăхса сăн ӳкерӗнме пулать. 

Теччӗ Атăл çинче ларнипе авалтан пулă тытнă ку тăрăхра. Пулăçсен кунне республикипе те Теччӗ пек анлăн паллă тумаççӗ-тӗр. Паллах, кильдюшевсемшӗн те çак ӗç ют мар – икӗ пысăк хуран тутлă пулă шӳрпи пӗçерчӗç. Мăкшă халăхӗн ӗçме-çимипе вара ятарласа уяв тӗлне туса лартнă хăтлă йывăç çуртра сăйларӗç.  

Мăкшă халăх тумӗсемпе тăракан ушкăнра чăвашла калаçнине илтсен тăпах чарăнса тăтăм. Кусем Чăваш Енри Патăрьел районӗнчи Шăхач (Сигачи) ялӗнчи 15 çынран тăракан «Умарина» халăх ансамблӗ пулчӗ. Унăн ертӳçи Николай Стефейкин. Вăл 51 çул культура вучахне сӳнме памасть. 2014 çултанпа «Умаринăна» ертсе пырать. Мӗншӗн «Умарина» (чăвашла улмуççи тенине пӗлтерет, мăкшăсемшӗн çак йывăç асамлă, хитре халапсем сахал мар ун çинчен)? 1975 çулта йӗркеленнӗ чух ансамбль «Хурăн» ятлă пулнă, ăна Зинаида Гугушкина йӗркелесе нумай çул ертсе пынă. Шăхач ялӗнче ӗлӗкрех мăкшăсем пурăннă. Вăхăт иртнӗ, халь ялта мăкшăсем, вырăссем, чăвашсем туслă пурăнаççӗ, пӗр-пӗрин халăх культурине пӗрле аталантараççӗ.

Уява театрализациленӗ прологпа пуçларӗç кильдюшевсем. Çакăнта халăхра çӳрекен халапсенчи сăнарсем те хутшăнчӗç, маттур яш-кӗрӗм те юрри-ташшипе савăнтарчӗ. Квадрокоптерсем пӗр самант çухатмасăр пулса иртнине ӳкерсе илчӗç. 

Уява килнисене саламлама сцена çине Теччӗ районӗн пуçлăхӗ Рамис Сафиуллов, РФ Федераллă Пухăвӗн Патшалăх Думин Национальноçсен ӗçӗсен комитечӗн председателӗн çумӗ Ильдар Гильмутдинов, ТР Президенчӗн департаменчӗн Шалти политика ыйтăвӗсемпе ӗçлекен ертӳçин çумӗ Евгений Ефимов, ТР Патшалăх Канашӗн Вӗрентӳ, культура, наука тата национальноçсен ыйтăвӗсен комитечӗн председателӗ Айрат Зарипов,ТР Патшалăх Канашӗн Вӗрентӳ, культура, наука тата национальноçсен ыйтăвӗсен комитечӗн пайташӗ, ТНВ телерадиокомпанин ертӳçи Ильшат Аминов, ТР культура министрӗн пӗрремӗш çумӗ Юлия Адгамова, «Финно-угор халăхӗсен культурисен Атăлçи центрӗ» Коммерцилле мар ассоциацин национальноçсен хушшинчи хутшăнусен килӗшӗвӗн ыйтăвӗсен координаторӗ – проект ертӳçи Татьяна Чекушова, ТР Халăхсен ассамблейин Канашӗн Ӗçтăвком ертӳçи Константин Яковлев, ТР Мордва наципе культура автономийӗн председателӗ Наталья Сабитова тата ыттисем хăпарчӗç, уявпа саламларӗç. Культурăра, наукăра, обществăлла ӗçре палăрнă мăкшăсене саламласа наградăсем парса малашне те тăрăшса ӗçлеме хавхалантарчӗç. 

Уяв пултарулăх коллективӗсен концерчӗпе вӗçленчӗ.

Ф.Фадеева сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев