Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Теччӗ районӗнчи Пухтелӗнче «Шкул пики» çӗнтерӳçин ятне Наталья Евдокимова тивӗçрӗ

Чăваш тӗнчинче «пике» тени хӗрӗн сăн-пит илемне çеç мар, унăн чун илемлӗхне те кăтартать. Чиперлӗх, шалти тӗнчен пуянлăхӗпе тасалăхӗ. Вăл хӗвел евӗрех йăлкăшса чăн чăваш пикин илемлӗхне палăртать

Шăпах çакна шута илсе Пухтелӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулта «Шкул пики» конкурс иртрӗ. Кăçал çак ята çӗнсе илессишӗн 6-9-мӗш​ классенче вӗренекен 5 пике тупăшрӗ.

Пӗрремӗш конкурсра чиперуксем хăйсемпе паллаштарчӗç. Харпăр хăй пултарулăхӗпе ăсталăхӗ çинчен каласа панă чухне чылайăшӗ К.В.Ивановăн «Нарспи» поэмин сыпăкӗсемпе усă курчӗ. Конкурсанткăсем сцена çинче хăюллă тытма пӗлнипе, чăвашла хитре калаçнипе савăнтарчӗç. Ăс-тăн конкурсӗнче те маттур, анлă тавракурăмлă пулнине кăтартса пачӗ хӗрупраç. Пултарулăх конкурсӗ​ уйрăмах хӗрӳ иртрӗ. Паянхи пикесем чăваш ташшине те ăста ташлаççӗ, чăваш юррисене чуна пырса тивмелле юрлаççӗ, сăввисене вуланă чухне куççуль тухать.

Тепӗр конкурсра хӗрсем килте хатӗрленӗ апат-çимӗçпе (кун пеккине Теччӗри кафесенче те астивеймӗн) паллаштарчӗç, ăна мӗнле хатӗрлени çинчен, кашнин пӗлтерӗшӗ пирки каласа пачӗç. Унтан чиперуксем шыв витрисене кӗвентепе йăтса тухрӗç. Ку конкурсра та ытармалла мар чипер вӗсем! Чуншăн та, куçшăн та – чăн-чăн хӗпӗртев. «Кахал хӗр кăна кӗске çӳçпе çӳрет», – тетчӗ асанне. Унăн шухăшӗпе вăрăм çӳç – ӗçченлӗх палли. «Шкул пикине» хутшăннă хӗрсем вăрăм çивӗтлӗ пулни чăнах та савăнтарчӗ. Конкурс питӗ хӗрӳ пулассине маларахах сиснӗччӗ – чăнласах çапла килсе тухрӗ. Кам çӗнтерессине вӗçне çитичченех чухлаймарăм. Чиперккесем чăннипех пурте маттур, пултаруллă, ăста... Çапах та жюри йăлтăрккасен хушшинче ахах-мерчене суйласа илме пултарчех: «Шкул пики» ята хальхинче 9-мӗш класра вӗренекен Наталья Евдокимова çӗнсе илчӗ.

Алена ТОРГАШОВА,

вӗрентекен, директор çумӗ.

Теччӗ районӗ,

Пухтел шкулӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев