Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паянтан Теччӗ районӗнчи йӗркешӗн Пăва чăвашӗ яваплă.

Теччӗри полици уйрăмӗн ертӳçине Элшел чăвашне лартнă.

Тутарстанри шалти ӗçсен министрӗ, полици генерал-лейтенанчӗ Артем Хохорин паян, сентябрӗн 19-мӗшӗнче, иртнӗ ӗçлӗ ларура Раççей ШӖМӗн Теччӗри уйрăмӗн ертӳçине Элшел чăвашне, Пăвари полици уйрăмне паянхи кунччен ертсе пынă Алексей Витин полковника лартнине хыпарлать ТР ШӖМӗн пресс-служби.

Алексей Сергеевич Витин РФ ШӖМӗн юридици институчӗн Шупашкарти филиалӗнче вӗреннӗ. Шалти ӗçсен пайӗнче 1998 çултанпа ӗçлет. Ӗç çулне Пăвари полици уйрăмӗнче уголовнăй шырав уйрăмӗн оперуполномоченнăйӗнчен пуçланă. Каярах уголовнăй шырав уйрăмне, унтан Пăвари полици уйрăмне ертсе пынă. Авланнă, икӗ ывăл ӳстерет. Алексей Сергеевича çӗнӗ ӗçре те ăнăçу сунатпăр. (Сăнӳкерчӗк ТР ШӖМӗн пресс-службин).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество