Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Теччӗсем ҫинчен ӳкермелли кино нумай

Патшалӑх "Чӑвашкинона" нумай укҫа уйӑртӑр, кино ӳкерекенсен ӗмӗчӗсем пурнӑҫа кӗччӗр. Эпир кинотеатрсенчи 10 метр сарлакӑш экрансенче хавасланса хамӑр чӗлхепе кино курма ҫӳрер

Чӑваш юрри Теччӗре те янӑрарӗ

Кунта Иоаким Максимов-Кошкинскине астӑвакан ҫынсем те пурччӗ. Вӗсем аслӑ ҫын ҫинчен нумай интереслине каласа пачӗҫ. Вӗсенчен пӗри Володар Тимофеев пулчӗ. 

"Эпӗ шкулта вӗреннӗ чухне Иоаким Степанович Кӑнна Кушкинче пӗрре мар уҫӑ уроксем ирттернӗ. Вӑл туяпа ҫӳретчӗ, кӑшт усӑнарах утатчӗ. Шкул ачисене хӑйӗн ӗҫӗсем ҫинчен кӑсӑклӑ каласа паратчӗ",– терӗ Володар Аркадьевич. 

Тӑван ялӗнче пӗрремӗш чӑваш режиссерне питӗ хисепленӗ. Теччӗсем унпа паянхи кун питӗ мӑнаҫланаҫҫӗ. Тутарстанри чӑваш кино кунӗсенчен пӗрне Теччӗре ирттермен пулсан, тӗрӗсех пулмастчӗ пуль. 

Ҫак сивӗ кунсенчи пӗрремӗш ашӑ кинозал та савӑнтарчӗ. "Новый век" ятлӑ кинозалӑн юсавне Тутарстан Правительстви пулӑшнипе пӗлтӗр туса пӗтернӗ. 

Кино курма пухӑннисене Теччӗ район администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Аркадий Семенычев саламларӗ. Вӑл кино кунӗсем кирлине палӑртрӗ, вӗсене малашне те ирттерме сӗнчӗ. 

Теччӗсем "В красном море" тата "Хурӑн шывӗ" фильмсене пӑхрӗҫ.

Йӑла тӑрӑх кайран режиссерсемпе киносене сӳтсе яваҫҫӗ. Чӑвашсен историне пысӑк пай кӗртнӗ сӑнарсене илес пулсан, Теччӗ районӗнче ун пеккисем ҫителӗклӗ. Иван Яковлевпа Ҫеҫпӗл Мишшипе пӗрле Чӑваш Республикине нумай ҫул ӑнӑҫлӑ ертсе пынӑ Семен Ислюков ҫинчен те уйрӑм кино ӳкерме пулать. Ҫапла пӳлтӑрччӗ! Патшалӑх "Чӑвашкинона" нумай укҫа уйӑртӑр, кино ӳкерекенсен ӗмӗчӗсем пурнӑҫа кӗччӗр. Эпир кинотеатрсенчи 10 метр сарлакӑш экрансенче хавасланса хамӑр чӗлхепе кино курма ҫӳрер. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев