Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Теччӗсем Иван Яковлев çуралнăранпа 173 çул çитнине паллă турӗç

Тăван чӗлхе кунне тата Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 173 çул çитнине халалласа апрелӗн 23-мӗшӗнче Теччӗ районӗнче пысăк мероприяти иртрӗ. Ун ӗçне Чăваш Ен делегацийӗ: ЧР культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министерствин искусство, вӗрентӳ тата халăх пултарулăхӗн уйрăмӗн ертӳçи Инна Ильина, хисеплӗ çыравçă Анатолий Кипеч, ЧР Профессилле писательсен союзӗн ертӳçи Лидия Филиппова, ЧР вӗрентӳ институчӗн этнокультура вӗрентӗвӗн кафедрин ертӳçин тивӗçӗсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан Анна Егорова, «Чăвашкино» киностуди ӗçченӗсем, Константин Доброхотов блогер тата ыттисем хутшăнчӗç.

Хăнасене хулари Культура керменӗ умӗнче наци апат-çимӗçӗпе тата чăваш юррипе кӗтсе илчӗç. Мероприятин чи пӗлтерӗшлӗ пайӗсенчен пӗри «Наследие И.Я.Яковлева – достояние цивилизованного мира» çавра сӗтел пулчӗ. Ăна Теччӗ муниципаллă районӗн пуçлăхӗ Рамис Сафиуллов уçрӗ. Çавра сӗтел ӗçе пуçăнас умӗн Чăваш Енри Наци библиотекипе йӗркеленӗ телекӗперте пухăннисене ЧР культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министрӗ Светлана Каликова саламларӗ.
Хăнасем Теччӗ тăрăхӗн музейӗнче пулса курнă хыççăн Иван Яковлевич Яковлевăн тăван ялне – Кăнна Кушкине –  çул тытрӗç. Патриархăмăр уçнă шкул территорийӗнче митинг иртрӗ. Кунта Иван Яковлевич Яковлева асăнса пӗр хушă шăп тăрса асăнчӗç, палăкӗ умне чечексем хучӗç, музейпе паллашрӗç. Иван Яковлевич Яковлев çуралнă çурт вырăнне лартнă часавайра та пулчӗç, унтан çак ялтан тухнă паллă çынсене асăнса лартнă стела умне чечексем хучӗç.

Альбина ХАРИТОНОВА,
Теччӗ районӗнчи ЧНКЦ председателӗн çумӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев