Сувар

Теччӗсен Çăварнийӗ пӗр çул та шаблонпа иртмест

Теччӗ чăвашӗсем районти чи пысăк мероприятисене нихăçан та тӗлли-паллисӗр ирттермеççӗ, авалхи йăлана пăхăнса çуркунне Çăварнипе тата «Теччӗ шевлисем» юрă фестивалӗпе пуçлаççӗ те кӗркунне «Чӳклемепе» вӗçлеççӗ. «Йӗтӗн-кантăр вăрăм пултăр!..» – енчен-енне сапрӗç кантăр вăррине Çăварни ачисем хальхинче те. Сăмах май, ӗлӗк Çăварнире ку йăлана тумасăр пӗр чăваш ялӗ те юлман, мӗншӗн тесен хӗле ăсатнă хыççăн шăпах 6 уйăхран кантăр ӗлкӗрсе çитет иккен, вăл мӗн чухлӗ вăрăмрах ӳсет, катан пирӗ çавăн чухлӗ лайăхрах пулать.

Теччӗ чăвашӗсем районти чи пысăк мероприятисене нихăçан та тӗлли-паллисӗр ирттермеççӗ, авалхи йăлана пăхăнса çуркунне Çăварнипе тата «Теччӗ шевлисем» юрă фестивалӗпе пуçлаççӗ те кӗркунне «Чӳклемепе» вӗçлеççӗ. «Йӗтӗн-кантăр вăрăм пултăр!..» – енчен-енне сапрӗç кантăр вăррине Çăварни ачисем хальхинче те. Сăмах май, ӗлӗк Çăварнире ку йăлана тумасăр пӗр чăваш ялӗ те юлман, мӗншӗн тесен хӗле ăсатнă хыççăн шăпах 6 уйăхран кантăр ӗлкӗрсе çитет иккен, вăл мӗн чухлӗ вăрăмрах ӳсет, катан пирӗ çавăн чухлӗ лайăхрах пулать.

Реклама

Халӗ кашни хула-районтах хӗле ăсатаççӗ-ха, хӗвеле  сăнлакан икерчине те пӗçереççӗ, чир кайтăр тесе катемпине те çунтараççӗ, анчах авалхи йăла сыхланса юлман çав вӗсенче, ытларах концерт, шоу манерлӗ иртет вăл. Теччӗсен чăваш Çăварнийӗ вара урăхла. Вӗсем асатте-асаннесен йăлине веçех мар пулсан та, упраса хăварнах. Çамрăксем халӗ те ирпе ирех лаша кӳлсе урам тăрăх катаччи чупаççӗ, кашни килтех тутлă шăршă сарса икерчӗ пиçет. Ватти-вӗтти ял варрине, тӗп мероприятие пухăнать.
Теччӗсем чăваш Çăварни йăлине çӗнӗрен чӗртнӗренпе кăçал 5 çул çитрӗ пулсан та пӗр çул та шаблонпа иртмест. Кашнинче хăйне евӗрлӗ те интереслӗ йӗркелеме пӗлет ăна вырăнти халăх. Ялтан яла куçни (малтан Аслă Ăнă ялӗнче ирттернӗ, унтан Çармăсра, кăçал каллех Аслă Ăнă ялне таврăннă) тата илемлӗрех кăна тăвать. Çавăнпа уяв кашни çул аншлагпа иртнинчен тӗлӗнмелли çук.
Кăçал та акă иртнӗ вырсарникун темиçе сехете тăсăлнă мероприяти çав тери лайăх пулчӗ. Теччӗ хулинчи, ялсенчи чăваш фольклор ансамблӗсем пӗрле йăлана питӗ хитре ирттерчӗç: малтан ачасем кантăр вăрри сапса çерçи урине «хуçрӗç», фольклор ушкăнӗсем çак тăрăхри Çăварни юррине юрларӗç. Çак кун таврара вăйă-кулă ян та ян каймаллине те манман йӗркелӳçӗсем. Вӗсем хатӗрленӗ вăйăсене аслисем те, ачасем те хастар хутшăнчӗç: пӗр-пӗринчен тытăнса çуна-йӗлтӗрпе ярăнчӗç, кăçатăпа çăпата ывăтрӗç, михӗ тăхăнса чупрӗç. «Çăварни карчăккине» çунтарнă май хӗле хăйпе пӗрле чир-чӗре, усал-тӗселе илсе кайма ыйтрӗç.
Ял çыннисемпе хăнасене Теччӗ муниципаллă район ертӳçин Рамис Хатыпович Сафиуллов ятӗнчен унăн çумӗ Евгений Гаврилович Курков, республикăри мӗнпур чăваш тата «Сувар» хаçат ӗçченӗсемпе вулаканӗсен ятӗнчен ТР ЧНКА председателӗн çумӗ, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Федоровна Трифонова саламларӗç. Ирина Трифонова хăйӗн сăмахӗнче чăвашсене чӗлхепе культурăна малашне те çакăн пек упраса хăвармалли, çитес çырав вăхăтӗнче чăвашсем чăвашах пулса юлмалли пирки чӗнсе каларӗ.
Вырăнти Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçи Володар Аркадьевич Тимофеев та ентешӗсене саламланă май, çулталăкра мӗнле-мӗнле пысăк ӗçсем тума палăртнине пӗлтерчӗ. Кăçал мӗнпур чăвашшăн пӗлтерӗшлӗ çулталăк – чăваш çырулăхӗ йӗркеленнӗренпе 150 çул çитет. Иван Яковлевич Яковлев шăпах 150 çул каялла Кăнна Кушки шкулне уçнă. Теччӗсем мероприятие тивӗçлӗн ирттерессе шанать. Тутарстан чăвашӗсен хушшинче иртекен «Юрла чăвашла» онлайн-проектра Теччӗ чăвашӗсен юррисем те уççăн янăрамаллине, кашни ансамбль юрланине видео ӳкерсе конкурса ямаллине каларӗ.
Хăнăхнă йăлапа «Çăварни карчăкне» çунтарса хӗле ăсатнă хыççăн, пухăннисене йӗс шăнкăрав янраса Культура çуртне, «Теччӗ шевлисем» юрă фестивальне йыхăрчӗ.
Фестивалӗн те кăçал юбилей. Ăна та 5 çул. Çак вăхăтра сумӗ ӳссе, унта хутшăнас текенсен шучӗ нумайланса кăна пырать. Питӗ ăнăçлă та кирлӗ проект вăл теччӗсен, мӗншӗн тесен хулара, кашни чăваш ялӗнчех чăваш юрă ушкăнӗсем, фольклор ансамблӗсем пур кунта. Вӗсен хăйсен пултарулăхне кăтартмалли ятарлă площадка пӗр «Чӳклеме» кăна пулни çителӗксӗр. «Теччӗ шевли» вара отчет кăна мар, тупăшу та. Çавăнпа Çӗнӗ çул хыççăнах пуçлаççӗ те сцена çине тухма темиçе минут юличченех хатӗрленеççӗ ансамбльсем. Акă мӗншӗн нихăш çул та ячӗшӗн кăна иртмест фестиваль.
Кăçал программăра 27 номер таранахчӗ. Сумлă жюри темиçе номинаципе хакларӗ конкурсантсен пултарулăхне.
Вокал тата фольклор ансамблӗсен хушшинче:
«Шуçăм» ансамбль (районти Культура çурчӗ) – I,
«Çӗмӗрт» ансамбль (Çармăс) –  II,
«Пилеш» ансамбль (Чăваш Чакăлтăмӗ) –  III.
Уйрăм юрлакансенчен (аслисем):
Елена Савелькина (Аслă Ăнă) – I,
Сергей Ефимов (Починок-Новольяшево) – II,
Елена Овинкина (Жуково) – III.
Уйрăм юрлакансенчен (ачасем):
Кристина Шумилкина (Хупкӗпер) – I,
Вера Саймуллина (Тури Тарханпуç) – II, Арина Ванямова (Çармăс) – III.
Ташă ушкăнӗсен хушшинче:
Екатерина Хохлова (Çӗньял) – I,
«Карусель» ташă ушкăнӗ, аслисем (Аслă Ăнă) – II,
«Карусель» ташă ушкăнӗ, ачасем (Аслă Ăнă) – III.
Çӗнтерӳçӗсене те, фестивале хутшăнакансене те Диплом парса чысларӗç.
Ял халăхне, фестивале хутшăннисене пурне те тутлă чейпе сăйларӗç. Хирти путене сасси евӗр юрă-ташăпа пуçларӗ хальхинче те Теччӗ çуркуннене. Çав кунхи лайăх кăмăл-туйăм çулталăкӗпех тăсăлтăр, палăртнă ӗçӗсем ăнса пыччăр чăвашсен.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: