Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Теччӗсен вырăсланма юрамасть

Теччӗ чăвашӗсен вырăсланма юраманнине лайăх ăналанатпăр, кунта пире çутта кăларакан Иван Яковлев çуралнă. Çакна асра тытсах Çăварние вӗсем чăвашла ирттереççӗ, пӗр вырăс сăмахӗсӗр.

Акă ӗнтӗ виççӗмӗш çул Теччӗ чăвашӗсем хӗле пӗрле пухăнса ăсастса яраççӗ. Лашапа ярăнса, юрăсем юрласа ирттереççӗ Çăварнине Çармăс ялӗнче. Клуб умӗнче юлашки юртан тунă сцена та пур, икерчине те кунтах пӗçереççӗ, метрӳшке чейӗ те сăмаварсенче кашласа ларать. Сăртри улăм катемпине те çунтарма хатӗрлесе хунă. Ялти юлашки лашана-ши, çунана кӳлсе, хăюсемпе капăрлатса клуб çумне кăкарса хунă. Мӗн тăвăн, вӗсен вырăнне улăм çимен мотоблоксем кӗрсе пыраççӗ. Хӗрхенӳсӗр хӗртекен çурхи хӗвел айӗнчи ял шăплăхӗнче пӗрремӗш кайăксен юррисем те илтӗнеççӗ.

ХАМĂРЛА

Районти чăваш ялӗсенчи (вӗсем Теччӗ тăрăхӗнче 15) юрă-ташă ушкăнӗсем аванах пуçтарăннă. Нумайăшӗ чăвашла Çăварни юррисене вӗренсе килнӗ, питӗ кăсăк вӗсене итлеме. Çамрăкраххисем эпир «Çăвар тулли икерчисӗр» пуçне урăх пӗлсех каймастпăр вăл такмаксене. Кунта вара!..

Ял çыннисем хăнăхнă тăрăх, вырăсла мар, чăвашла Çăварни иртет çулсерен Çармăсра. Çакăнпа паха та вăл. Кăна ытти районсенчи чăваш кульурине аталантарас тесе тăрăшакан ялсен тӗслӗхе илсен те пăсмӗ.

САЛАМСЕМ

Теччӗ районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн председателӗ ВолодарТимофеев чăвашла калаçсан, юрласан халăх чӗлхене манмасси çине пусăм турӗ хăйӗн саламлă сăмахӗнче. Теччӗ чăвашӗсен вырăсланма юраманнине лайăх ăналанатпăр, кунта пире çутта кăларакан Иван Яковлев çуралнă. Пăва районӗнчи чăваш центрӗн ертӳçи Владимир Ильин хăйӗн сăмахӗнче Çăварни халăхăн авалтан пыракан уявӗ пулнине палăртрӗ. Тӗне кӗричченех туса ирттернӗ чăвашсем çак йăласене, малашне те тытса пырасчӗ. Йăла-йӗркене упракан халăхăн пуласлăхӗ пур тесе эпир те сăмах хушрăмăр.

(К.Млышев сăнӳкерчӗкӗсем).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана