Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Теччӗсем пӗлтерӗшлӗ ҫулталӑка тутар шкулӗнче уҫнӑ

Саламлӑ сӑмахӗсен район пуҫлӑхӗ Рамис Сафиуллов Теччӗ районӗнче пурӑнакан халӑхсен тӑван чӗлхисене,  йӑли-йӗркисене упраса аталантарасси мӗнле пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ

  Январӗн 25-мӗшӗнче Теччӗри тутар шкулӗнче районта Тӑван чӗлхесемпе халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне чаплӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ.

Саламлӑ сӑмахӗсен район пуҫлӑхӗ Рамис Сафиуллов Теччӗ районӗнче пурӑнакан халӑхсен тӑван чӗлхисене,  йӑли-йӗркисене упраса аталантарасси мӗнле пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ.

Мероприятире районти вӗрентӳ уйрӑмӗн начальникӗ Г.Ф.Кирилина, культура уйрӑмӗн начальникӗ Ю.В.Сиякин, Тутар наципе культура центрӗн ертӳҫи А.З.Ибрагимова, Вырӑс наципе культура центрӗн ертӳҫи Т.Н.Лубганс, Чӑваш наципе культура центрӗн ертӳҫи В.А.Тимофеев, Мордва наципе культура центрӗн ертӳҫи И.И.Николаева, районти шкулсен директорӗсен, ача сачӗсен заведующийӗсем, тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсем хутшӑннӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев