Сувар

г. Казань

Çӗнӗ хыпарсем

Телефонпа калаçакансене чараççӗ

Тутарстан автоинспекторӗсем тӗрӗслеве тухаççӗ. Хальхинче тимлӗх – руль умӗнче телефонпа калаçакан водитель.

Хисеплӗ водительсем, руль умӗнче телефонпа калаçас йăлана пăрахма тивет. Çак сăлтавпа çул-йӗр çинче пулакан инкексене чакарас шутпа Тутарстанăн автоинспекторӗсем апрелӗн 1-30-мӗшӗсенче республика территорийӗнче «Мобильник» меоприяти ирттереççӗ. Урăхла каласан, машинăпа пыракан водитель телефонпа калаçсан е ытти гаджетпа усă курсан, тытса чараççӗ.

Аса илтеретпӗр, машинăпа пынă чух «hands free» системăсăр телефонпа усă курни çул-йӗр правилине пăсни шутланать, уншăн 1,5 пин тенкӗ штраф тӳлеттереççӗ. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество