Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Телейлӗ пулма сире миçе тенкӗ кирлӗ?

Хусансем вӗсене телейлӗ пулма пулăшакан пӗр уйăхри суммăн калăпăшне каланă

Тутарстанăн шӗкӗр хулинче пурăнакансене самантрах телейлӗ пулса тăраса тесен уйăхне 175 000 тенкӗ укçа кирлӗ. Кăçалхи апрель уйăхӗнче те телей калăпăшӗ 175 000 тенкӗ пулнă, 2021 çулхи ноябрь уйăхӗнче – 174 000 тенкӗ, 2021 çулхи май уйăхӗнче – 163 000 тенкӗ, пӗлтӗрхи январь уйăхӗнче – 158 000 тенкӗ, 2019 çулта – 160 000 тенкӗ, 2018 çулта – 156 000 тенкӗ.

Телейлӗх кирлӗ пысăк укçапа палăрса тăракан хуласем çаксем: Мускав (250 000 тенкӗ) Дон çи Ростов (205 000 тенкӗ), Владивосток, Екатеринбург, КРасноярск, Тюмень (200-шер пин тенкӗ), Питӗр (197 000 тенкӗ), Хабаровскпа Новосибирск (195 000 тенкӗ).

Телее пӗчӗкрех суммăпа хаклакан çынсем çак хуласенче пурăнаççӗ: Оренбург (150 000 тенкӗ те çитет), Рязань (152 000 тенкӗпе çырлах), Ижевск (155 000 тенкӗ кирлӗ).  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев