Телевизор каллех суять

Телефонри температура виçекенни те –32 кăтартать, сенкер экран çинче –28
Паян иртенпе юлташсем телефон çине термометр ӳкерчӗкӗсене яраççӗ. Камăн -36, камăн -40 градус сивӗ кăтартать. Çав вăхăтра ТНВ телеканалти температура кăтартăвӗ -28 кăна. Сивӗ -25 градусран иртсен кӗçӗн класри ачасене шкула ямаççӗ. Термометр -28 градусран иртсен 9-мӗш клас таранччен шкула каймасан юрать. –31-пе аслă классем те вӗренмеççӗ.
Пăва районӗнчи Рункăра –39, Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкарӗнче – 38, Элкел районӗнчи Чăваш Пăрнайӗнче – 34, Пăва районӗнчи Альшихре – 36. Аксу районӗнчи Беловкăра – 40. Тахçантанапа кун пек сивӗсем килменччӗ ӗнтӗ пирӗн тăрăха.
Ыйту çуралать: ăçтан тупăннă ТНВ каналти температура? Е вăл термометр çине пăхса мар, çӳлтен хушнипе лартăнать-и?
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
19 января 2021 - 10:58Лениногорскри чӑвашсем Пушкӑртстанра мала тухнӑ Экспертсем лайӑххисен шутне Лениногорскри Геннадий Садовников ертсе пыракан "Шурӑ хурӑн" ансамбле те кӗртнӗ1000
-
18 января 2021 - 19:12Тукай районӗнчи яла выльӑхсен урнӑ чирне пула карантина хупнă Ҫакӑн ҫинчен калакан указа Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов алӑ пусса ҫирӗплетнӗ8001
-
18 января 2021 - 18:52Шывран тухсан ӑшӑнма палаткӑсем пулаҫҫӗ Вакӑсем январӗн 19-мӗшӗнче ирхине 9:00 сехетрен пуҫласа 23:00 сехетчен уҫӑ пулӗҫ8300
-
18 января 2021 - 17:07Чистай районӗн пуҫлӑхӗ коронавирусран прививка тутарнӑ Начальниксем тӗслӗх кӑтартнине халӑх кирлӗ пек йышӑнать5800
-
18 ноября 2020 - 12:44Ҫул-йӗр ҫинчен
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
15 января 2021 - 13:58Михаил Иванович ТРОФИМОВА 80 çул тултарнă ятпа хӗрӳллӗн саламлатпăр!Утас çулу такăр пултăр, сӗтелӳ çăкăр-тăвартан ан татăлтăр5200
-
15 января 2021 - 13:52Чи хаклă мул – анне пурри!Юратнă аннене, кукамая, асаннене, мăн кукамая сумлă юбилей ячӗпе хӗрӳллӗн саламлатпăр. Çирӗп сывлăх, иксӗлми телейпе вăй-хал, вăрăм кун-çул сунатпăр.5500
-
16 декабря 2020 - 11:00"Сувар" пики-2021" конкурсӑн условийӗсемВидеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ38200
-
28 мая 2018 - 16:38Хăвăрт та, ансат та Çӗнӗ çултан «Сувар» хаçатри саламсене эпир интернетри сайтра та пичетлеме пуçларăмăр. Саламне çырса пирӗн suvar@mail.ru электронлă почта çине ярса памалла. Тӳлеме те питӗ ансат. Çакна смартфонри «Сбербанк-онлайн» приложени урлă тума тата йӳнерех те.98500
-
16 января 2021 - 08:19Пандеми саврăшпуçсен планне пăсайман Аксу районӗнчи Саврăшпуçӗнче Çӗнӗ çул умӗн стадион уçăлни, Сосновка поселокӗнчи çуртсене тахçан кӗтнӗ газ яни ял хутлăхӗнчи 2020 çула вӗçлекен чи илемлӗ те хаваслă пулăмсем пулни иккӗленӳллӗ мар. Стадион, тӗслӗхрен, ачасене те, çамрăксене те пӗрлештерекен вырăн халь. Варрине 5 метр çӳллӗш капăр чăрăш лартса халăхпа пӗрле уçнă ăна. Çӗнӗ çул уявӗн кунӗсенче чун каничченех конькипе ярăнман çын юлмарӗ те пуль ку ялта. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Валерий Зиновьевич Николаев пӗлтернӗ тăрăх, стадиона ашшӗ-амăшӗсем хăйсен вăйӗпе тунă. Эпир ку яла пынă чух ӗç йăлтах вӗçленменччӗ-ха, шыв сапса тунă каток çинче вара шăпăрлансем ярăнатчӗç те ӗнтӗ.18100
-
17 января 2021 - 11:232021 çулта Тутарстанра 2,6 миллион ытла тăваткал метр çурт-йӗр хута яраççӗ ТР Президенчӗ çумӗнчи Патшалăх çурт-йӗр фончӗ социаллă ипотека программипе 161 çурт (5159 хваттер) тума палăртнă. Хальлӗхе 6 çурта хута янă.14800
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика