Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Телей кайӑкӗ Францирен вӗҫсе килчӗ

Анат Камӑри Чӑваш центрӗ Хусантинчен маларах уҫӑлнӑ

 

Декабрӗн 6-мӗшӗнче Анат Камӑри Чӑваш наципе культура центрӗ хӑйӗн 30 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ, тепӗр ҫавра ҫула та ҫак кунах ирттерчӗҫ анаткамӑсем – хулара Чӑваш гимназийӗ уҫӑлнӑранпа 20 ҫул ҫитрӗ.
Уяв каҫӗ И.Садыков ячӗллӗ ачасен пултарулӑх центрӗнче иртнӗ.
Пӗр-пӗрне тахҫантанпа курман юлташсен тӗлпулӑвне ҫаврӑннӑ ҫак уяв. Чӑваш ансамблӗсемпе пӗрле сцена ҫине тутарсемпе вырӑссен ушкӑнӗсем те тухса саламланӑ юбилярсене. "Тамаша" театр чӑваш туйӗ ҫинчен сценка кӑтартнӑ.

ТР ЧНКА Ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫи Владимир Иванов юбилярсене пысӑк парне –сцена ҫине тухмалли чӑваш кӗписем – панӑ.

Юбилярсене саламлама ТР Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Людмила Рыбакова та килсе ҫитнӗ. Вӑл Фарид Мухамедшинӑн саламне ҫитернӗ пухӑннисене. 

Йышлӑ хӑнасен хушшинче Францирен килсе ҫитнӗ Галина Спиридонова та пулнӑ. Ӑна пӗр француз 1942 ҫулта ӑсталанӑ телей кайӑкне парнеленӗ пулнӑ. Ҫак реликвие Галина Михайловна 34 номерлӗ гимнази-интернат директорне (вӑлах Анат Камӑри ЧНКЦ Канашӗн председателӗ) Галина  Ляховӑна панӑ.
Парне историйӗ ҫакнашкал. Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче Францине тыткӑна лекнӗ совет салтакӗсене илсе килеҫҫӗ. Пӗчӗк француз вӗсене шеллесе вӑрттӑн апат ҫитерет. Пӗр салтакӗ (тен, вӑл чӑваш пулнӑ-тӑр) ҫав ачана алӑ вӗҫҫӗн тунӑ куйкӑрӑша парнелет. Ун чухне вӑрҫӑра кам ҫӗнтерсси те паллӑ пулман, анчах ҫынсем телейлӗ пурнӑҫ килессине шаннӑ.
Халӗ ҫак реликви Анат Камӑра упранӗ.

Алмаз Фаттахов сӑнӳкерчӗкӗсем 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев