Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Темшӗн паянхи ӑру вырӑсланса кайрӗ?

«Чǎваш чěлхи-тǎван чěлхе Эс - чи пахи, эс - чун уççи. Чǎваш чěлхи - тǎван чěлхе, Пин чěлхерен чи çепěççи».

Нарӑсӑн 21-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне паллӑ тӑватпӑр. Раҫҫейре темиҫе тӗрлӗ халӑх пурӑнать, кашнин хӑйен чӗлхи пур. Пирӗншӗн вара чи хакли, янравли тӑван чӗлхе - чӑваш чӗлхи пулса юлать те.
Ҫапла, анне пилленĕ тӑван, ҫепӗҫ чӗлхерен мӗнле писме пулать-ха? Ламран лама куҫакан йӑласене те, Иван Яковлев Аслӑ Патриахӑмӑрӑн  халалӗсене те тӗпе хумалла. «Тӑван чӗлхесӗр ч
ăн-чăн пӗлу ҫук», тесе ахальтен каламан вӑл.
Темшӗн паянхи ӑру вырӑсланса кайрӗ, пуплевре те сайра хутра чӑвашла калаҫма пуҫларӗ. Ҫем
ьерен ача пахчине килекен шӑпӑрлан та юлташӗсемпе вырӑсла пуплет. Чӑвашла ыйтсан та, паллах хуравӗ те вырӑсла. Мӑн асаннесемпе, кукамайсем те мӑнукӗсене вӗрентеҫҫӗ-ха.
Вырӑсланса кайнӑ мӑнукӗсене тӑван
чӗлхепе  пичетленнӗ юмах кӗнекисемпе паллаштаракансем те пур-ха. Аслӑ ӑрурисем калаҫаҫҫӗ паян, ыранхи кун вӗсем пулмасан, эпир хӑш наци ҫынни пулатпӑр? Шухӑшлаттарать те, тавлаштарать те ку ыйту.
Тутар халӑхӗнчен тӗслӗх илмелле, вӗсем аталантараҫҫӗ те  манмаҫҫӗ чӗлхине.
Чӑвашсен мӗнле манма пулать авалтан упранса юлнӑ чӗлхене? Модӑ
-и ку?
Чӑваш халӑх ҫыравҫи
н Илпек Микулайӗн ҫапла калани пур: «Халӑх чӗлхине хисеплени вӑл – тӑван халӑха хисеплени пулать».
Тӗслӗхе, Тĕнче шайĕнчи супермарафон чемпионки, Раççей спорт маçтăрĕ, Америкăри чăвашсен ассоциацийĕн ерт
ӳçи Надежда Сандркина (Чӑнлӑ районĕнчи, Чӑвашкасси ялӗнче çуралнă) тăван чӗлхине манман, аякра пурӑнсан та.
Аталанма пур майсем те ҫителӗклӗ-ҫке, чӑвашла  хаҫат
-журнал та, кӗнекесем те, радио та пур итлеме те, курма та, вулама та пулать. Мӗн чӑрмантарать чӑваш пулма? Тен, хамӑра мӑна хуратпӑр. Хӑшӗ-пӗри «Мӗн тума кирлӗ чӑваш чӗлхи?» тесе те калать. Йӑнӑш япала ку.
Аталантармасан, упрамасан, хисеплемесен чӗлхемӗре, паллах ҫухалма пултарать. "Кая юлсан, каю шӑтать",
тенӗ. Кайран тин, чавса ҫывӑх пулсан та ҫыртма пулмӗ. Чӑваш чӗлхи ялан янратӑр, ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчен ан ҫухалатӑр!

Юрий Адъютантов, Ҫӗнӗ Упи ялӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев