Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тест пама тивӗҫ ҫынсен хушшинче ун кирлӗлӗхне ӗненмен ҫынсем те пур

Официаллӑ статистика тӑрӑх, коронавирус инфекцине паян 58 ҫын ертни паллӑ.

 

Тутарстанра коронавирус инфекцийӗ пуррипе ҫуккине ПЦР меслечӗпе миллион ытла тест тунӑ. Ҫакӑн ҫинчен паянхи черетлӗ пресс-конференцире Роспотребнадзорӑн Тутарстанри Управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Любовь Авдонина пӗлтерчӗ.
"Паянхи куна республикӑра 1017813 тест тунӑ, эпир миллионлӑ чикӗ урлӑ каҫрӑмӑр", – палӑртрӗ спикер.
Иртнӗ талӑкра Тутарстанра ПЦР-диагностикипе 6915 тест ирттернӗ. Коронавирус инфекцине паян 58 ҫын ертни паллӑ.

Любовь Геннадьевнӑна эпир те ыйту патӑмӑр. Пресс-конференцире редакцирен Константин Малышев хутшӑнчӗ.

– Тутарстана ют ҫӗршывран таврӑнакансем 3 кун хушшинче вӗсенче  коронавирус пуррипе ҫуккине тӗрӗслесе тест пама тивӗҫ. Анчах ҫак йӗркене пурте пӑхӑнмаҫҫӗ. Мӗнпе сӑлтавлаҫҫӗ вӗсем тӗрӗслев витӗр тухманнине?
– Ют ҫӗршывран таврӑнсан тест тухманнисем пирӗн 1,6 процент. Эпир вӗсемпе пуринпе те ӗҫлетпӗр. Ҫынсен ӑнлантарӑвӗсем тӗрлӗрен. Кам-тӑр пӗлменлӗх ҫине таянтарать, пепри даннӑйсене интернетпа ярса параймани ҫине. Манса каякансем те пур. Ҫавӑнпа та Харпӑр кабинетри учёт записьне ют ҫӗршыва каичченех тума сӗнес килет. Ун пек тест результатне интернета вырнаҫтарма ҫӑмӑлтарах пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев