Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТИГР АПАТ ТИРКЕМЕСТ

Çӗнӗ çул ăнăçлă пултăр тесен ăна кирлӗ пек кӗтсе илмелле. Тигр кӗлетки (çемçе тетте, керамикăран туни е тата ытти) çуртра пулмаллах.

2022 – Шывлă Кăвак Тигр çулӗ. Тигр хăйне евӗрлӗ чӗрчун, мăнкăмăллă, кутăн. Телее, шыв палли унăн кăралăхне çемçетет. Çулталăк хуçи пур çӗрте те тирпей, йӗрке пулнине кăмăллать. Астрологсене шанас пулсан 2022 çул лăпкă пулмӗ: харпăр пурнăçра кăна мар, пӗтӗм тӗнчере улшăнусем пулӗç. Çӗнӗ çул ăнăçлă пултăр тесен ăна кирлӗ пек кӗтсе илмелле. Мӗн тумалла-ха çӗнӗ çулталăк хуçине юрас тесен?
Паллах, чи малтан Тигр кӗлетки (çемçе тетте, керамикăран туни е тата ытти) çуртра пулмаллах. Тигр çулне кӗтсе илме çак чӗрчуна аса илтерекен йăрăм-йăрăм тум мар, кăвак е сенкер, шурă, кӗмӗл тӗслӗ тум тăхăнмалла. Пӳрт-çурта та кăвак-кӗмӗл тӗссемпе илемлетмелле. Тигр пысăк та шавлă ушкăнсене килӗштермест, çавăнпа Çӗнӗ çула пӗчӗк кампанипе кӗтсе илни аванрах. Сӗтел çинчи апат тутлă пултăр: паллах, ашран хатӗрленӗ çимесем çителӗклӗ пулччăр. Пахча çимӗçпе улма-çырлана тигр пек йăрăмсемпе илемлетсе лартмалла. Ытти – мӗн кăмăла каять, çавă пултăр сӗтел çинче. Тигр тутлă апата тиркемест. (И.Кузьмина сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество