Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тимӗр хутшӑнусене тутӑхма памасть

Ан ватӑл!

 

Тимӗр тесен ӑна нумайрах чӑваш пӗлет пулӗ. Владимир Геннадьевич Тяпкин 90-мӗш ҫулсенче ҫӗнӗрен тапраннӑ чӑвашлӑх юхӑмӗнче малтанхи кунсенченех пулнине палӑртакан чылай.  Ӑна сумлӑ ӑсчахсем те, усламҫӑсем те, ӳнерҫӗсем те, политиксем те, аслисемпе ҫамрӑксем те хисеплесе сума сӑваҫҫӗ.
Этем утмӑл ҫул тултарнӑ чухне ҫумра тус-юлташ пулни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Хӑшӗ-пӗри вӗт ҫулсем иртнӗҫемӗн вӑл е ку сӑлтава пула вӗсене ҫухатса пырать. Тимӗрӗн тӳнтерле, хушӑнаҫҫӗ кӑна тусӗсем, хутшӑнусене тутӑхма памасть вӑл, ӗҫпе те, канашпа та – яланах пулӑшма хатӗр.
Юбиляра саламлама Тюменьрен те килнӗ, Чӗмпӗртен те, Мускавран та, Хусантан та. Патӑрьелсемпе муркашсем, елчӗксемпе вӑрмарсем, ытти районтисем кӗреке тулли лараҫҫӗ. Вӗсен хушшинче Чӑваш наци конгресӗн президентне, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутатне Николай Фёдорович Угаслова курма питӗ кӑмӑллӑччӗ.
ЧР Пуҫлӑхӗн администрацийӗнче ӗҫлекенсемпе пӗрле вӑл хисеплӗ миссие пурнӑҫлама хутшӑнчӗ. Владимир Тяпкина Чӑваш автономи облаҫӗ 100 ҫул тултарнӑ тӗле кӑларнӑ медальпе чысларӗҫ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫласа пыракан Олег Николаевӑн сентябрьти суйлав умӗн алӑ пуснӑ юлашки Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн пулса иртрӗ ҫакӑ.
Пуҫлӑх пулса тӑнӑ Николаев сентябрӗн 22-мӗшӗнче шупӑр тӑхӑнса тупа турӗ. Унӑн тусне Тимӗре те хӑнасем ҫак кун шупӑр тӑхӑнтартса ташлаттарчӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Комментарии

  • аватар Без имени

    0

    0

    60 сулхи юбилейпе ашшан саламлатпар