Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тимур Кадыров Тутарстан халăхӗсене тӗслӗхе тăратнă

«Территория смыслов» форума Раççейри темиçе регионти çамрăксен организацийӗсен представителӗ пуçтарннă. Форумра «Халăхсем нумай – Раççей пӗрре кăна» ятлă стратегилле сесси иртнӗ. Унта Раççей çамрăкӗсен гражданлăх тата наци пӗрлӗлӗхӗнчи проблемисене сӳтсе явнă.

Сăмах калакансем çӗршыври çамрăк çынсем пӗчӗк халăхсен йăлисене ытларах чухне пӗлеççӗ тесе палăртнă. Çавăн пекех вӗсем çамрăк хăйӗн нацине пытарни е йышăнманни патне илсе çитерекен стереотипсене сӳтсе явнă. Спикерсем Раççейри наци ушкăнӗсем хушшинче тӗрлӗрен истори пулăмне пула хирӗçле шухăшсем пуррине палăртнă. Сессие хутшăнакансем çакнашкал проблемăсене татса парассине тӗрлӗрен кураççӗ: çамрăксен этнотурӗсене ирттересси, вӗренӳ заведенийӗсенче этноэрнелӗхсем ирттересси тата ытти те. Историпе тата обществозанипе паракан ЕГЭ-ре Раççейри тӗрлӗ халăхсен йăлисем çинчен ыйтусем кӗртесси таранччен сӗннӗ çамрăксем. Информаци вакуумне тултарас тесен, тематика контентне мӗн пур форматри медиалаптăксенче анлă сармалла. ТР Çамрăксен ассамблеин ертӳçи Тимур Кадыров та çав шухăшлах.

«Çынсем хăйсемпе пӗрле пӗр çӗршывра пурăнакан ытти халăхсен представителӗсем çинчен ытларах пӗлччӗр тесен, системăллă информаци ӗçӗ кирлӗ. Енчен те эпир çамрăксем çинчен калатпăр пулсан, социаллă сетьсем çине пусăм тумалла. Шел пулин те çӗршывра наци политики тӗлӗшӗнчен харизмăллă лидерсем сахал, вӗсене хамăрăн ӳстерсе çитӗнтермелле. Раççей халăхӗсен пурнăçӗ çинчен федераллă хыпар хатӗрӗсем сахал каласа параççӗ текен шухăшпа килӗшетӗп», – тенӗ Кадыров.

Эксперт шучӗпе, Тутарстан наци политикипе информаци тӗлӗшӗнчен еплерех ӗçлесси пирки тӗслӗх пулса тăма пултарать: «Мӗншӗен пирӗн патра мӗн пур наци уявне ытти халăхсен представителӗсем çӳреççӗ? Мӗншӗн тесен вӗсем пӗчӗк ушкăн валли çеç мар, пӗтӗм халăх валли, анлă иртеççӗ. Çак уявсене хатӗрлесе ирттернине хыпар хатӗрӗсенче анлă çутатаççӗ. Çакна пула вӗсем тахçанах событиллӗ туризм маршрутне кӗнӗ».

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев