Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Типӗ апачӗ (рецептсем)

МАННИК Ку кукăле духовкăра та, мультиваркăра та пӗçерме пулать

МАННИК
Ку кукăле духовкăра та, мультиваркăра та пӗçерме пулать. Тарăн чашăка шыв, манна кӗрпи тата сахăр песокӗ ярса пăтраштармалла. Çăнăх, какао, ванилин тата разрыхлитель, тип çу хушмалла. Лайăх хутăштармалла. Чуста хатӗр. Мультиварка чашкине тип çупа çуламалла, манна кӗрпи сапмалла та чус­тана ямалла. «Выпечка» режим çине лартса хатӗр пуличчен пӗçермелле. Сивӗнсен манник çине сахăр пудри сапмалла.
1 стакан манна кӗрпи, 1 стакан сахăр песокӗ, 1 стакан шыв, 120 мл тип çу, 100 г çăнăх, 3 кашăк какао, 10 г разрыхлитель, 1 г ванилин кирлӗ.

 

ИКЕРЧӖ
Тарăн чашăкра шывпа панулми сокне пӗрлештермелле, пыл, тăвар, апат соди, çăнăх хушса пăтраштармалла. Унтан тип çу хушмалла. Чуста хатӗр. Тип çупа çуланă çатма çинче икерчӗ пӗçермелле.
1 стакан панулми сокӗ, 1,5 стакан шыв, 2 стакан çăнăх, 2 чей кашăкӗ пыл, 1/3 чей кашăкӗ апат соди, çур чей кашăкӗ тăвар, 3 кашăк тип çу кирлӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев