Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Типӗ вăхăтра вутран асăрханмалла

Çак вăхăтра пушара хирӗç йышăннă уйрăм режим ӗçлет. Вăрманта-хирте кăвайт чӗртме юрамасть. Йӗркене пăсакансене пысăк штрафсем кӗтеççӗ.

2010 çулхи хăрушă çăва астăватпăр-ха. Хӗвел хӗртсе пăхнипе хирсе мар, вăрмансем те типрӗç. Чылай çӗрте пушар тухрӗ. Хальлӗхе +30-тан иртекен сывлăш температури вăл вăхăтри пекех мар, çӗрте нӳрӗк пур-ха, çапах та вăл нумайлăха пырӗ-и, калама йывăр.

Раççей Гидрометцентрӗ хыпарланă тăрăх, çӗрышвра июль уйăхӗнче те сывлăш температури номрăран çӳллӗрех пулать. Атăл тăрăхӗнче, Урал тăвӗсен тӗлӗнче температура июль пуçламăшӗнче 8 градус ытларах пулать. Якутрие те ăшă нормăран иртӗ, унта яланхи кăтартусенчен 4-8 градус ытларах хӗртӗ, +30 таран.  

Тутарстан Гидрометцентрӗ пӗлтернӗ тăрăх, паян республикăри термометрсем +31-36 градус таран хăпрарӗç. Аномалиллӗ шăрăх çанталăк улшăнасси курăнмасть-ха.

Çак вăхăтра пушара хирӗç йышăннă уйрăм режим ӗçлет. Вăрманта-хирте кăвайт чӗртме юрамасть. Йӗркене пăсакансене пысăк штрафсем кӗтеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев