Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тиражсем ун чухлӗ ӳсни нумайранпа пулманччӗ

Вулакансем пирӗн продукцишӗн тенкӗпе сасӑлаҫҫӗ

«Татмедиа»  медиахолдинг 2020 ҫулта хаҫат-журнал тиражӗсене 20% ӳстернӗ.
Ҫакна суту-илӳ вырӑнӗсенче "Татмедиа" продукцине приоритетлӑ кӑларса тӑратнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ.
Ҫырӑнтару та ӳснӗ, уйрӑммӑн сутасси те. Ҫакӑн ҫинчен "Татмедиа" АО генеральнӑй директорӗ Шамиль Садыков пӗлтернӗ.
"Малтанласа тунӑ пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх, пӗлтӗр эпир пӗтӗмӗшле тиража 20 процента ӳстерме пултартӑмӑр. Ку пысӑк ҫитӗнӳ. Эпир район хаҫачӗсен тиражӗсене стабилизацилеме пултартӑмӑр, тата республикӑри кӑларӑмсен тиражӗсене 22,4 % ӳстертӗмӗр. Журналсем тиражӗсене икӗ хут ӳстерме пултарчӗҫ. Ҫапах чи лайӑххи – "Татмедиа" кӑларӑмӗсем розницӑра ӳсни. Вулакансем пирӗн продукцишӗн тенкӗпе сасӑлаҫҫӗ",– тенӗ Садыков.
Ун сӑмахӗсемпе пичет кӑларӑмӗсен ҫырӑнтарӑвне ӳстерме вӗсен пахалӑхӗ лайӑхланни пулӑшнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев