Тирпей-илем хамӑршăн
Пуш уйӑхӗн вӗçӗнче Хӗвел пӑхрӗ ӑшӑтса. Силпи чӑваш ялӗнче Юр ирӗлчӗ васкаса… Константин Иванов. Çапла шӑрçаланӑ чăваш классикӗ çак сӑвӑ йӗркисене, çуркунне хаваслăн килнине сăнланă. Чим-ха, кӑçал сӑвӑ йӗркисем тӳрре тухмарӗç, хӗвел хытă хӗртнипе юр пуш уйӑхӗн пуçламӑшӗнчех хӑвӑрт ирӗлсе пӗтрӗ. Ара, ку хӗлле сахал юр çунипех çырлахрӑмӑр. Тавралӑх вара хӗлӗпе пуçтарăннӑ кирлӗ марпа куçа тӑрӑнать.
Тутарстанра санитарипе экологи икӗуйăхлăхӗ ирттересси йăлара. #Экоçуркунне акци тытăнсанах, ял-хулара тӗрлӗ ӗç пуçланать. Таврари çуп-çапа, хыт-хурана пуçтармалла, йывăç-тӗм лартмалла. Çӗр-Аннемӗр тасалӑха юратать. Вӗçен кайӑксем те тӑван тӑрӑха вӗçсе килеççӗ, хитре юррипе тыткӑнлаççӗ.
Экологи воспитанине кашнин туймалла. Аслисен ачасене пакетсене кирлӗ çӗре çеç пӑрахма вӗрентмелле. Урамра пластик савӑтсем, таса мар пакетсем сарӑлса выртни яла илем кӳрет-ши? Паллах, кӑмӑла пӑсать. Çӳп-çапа пире никам та килсе пуçтарса памасть, хамӑрах экологи субботникӗсене тухса пуçтаратпӑр, тасататпӑр, тирпейлетпӗр. «Пуçтарăр, сирӗн ӗçӗр çав», – текенсене çапла калас килет: çутçанталӑк илемлӗ пултăр тесен кашнин тăрăшмалла. «Пӗр çын сурать – типсе пырать, халӑх сурать – кӳлӗ пулать», – тесе ахальтен каламан. Пурте кар тӑрса ӗçлесе тӑван тӑрӑх тасалӑхӗшӗн тӑрӑшар.
Çак кунсенче Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрçинче пуç хунӑ паттӑрсене халалланӑ палăксен, учрежденисен таврашне ӗç коллективӗсем, шкулта вӗренекенсем кӗрхи çулçӑсенчен тасатрӗç, çул хӗрринчи ӑпӑр-тапӑра пуçтарчӗç.
Антон Чеховӑн «Тасатнӑ çӗрте мар, çӳпӗлемен çӗрте тирпейлӗ» текен сӑмахӗсене пурте пӗлеççӗ. Анчах хӑш-пӗри çакна ӑнлансах каймасть пулас, çӳп-çапа кирлӗ мар вырӑнта салатаççӗ. Тирпейлӗ те хӑтлӑ пултӑрччӗ хамăр пурăнакан вырӑн. Çуп-çапа та кашни эрнере ятарлӑ машина килсе кил умӗсенченех илсе каять. Кӗленче савӑта, картон хутсене те кантура леçсе укçа ӗçлесе илме май пур. Пур çӗрте те тирпейлӗ, таса пулни хамăршăнах аван-çке. Тирпей-илем тӑвасси – кашнин тивӗçӗ.
Юрий АДЪЮТАНТОВ.
Çӗпрел районӗ,
Çӗнӗ Упи.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев