Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТИРПЕЙ-ИЛЕМ ХАМĂРШĂН

Теччӗ районӗнчи Çармăс ялӗнче пурăнакансем çав тери туслă. Ӗçлеме те, канма та пӗлеççӗ. Ак нумаях пулмасть утă уйăхӗн пӗр хӗвеллӗ кунӗнче вӗсем «Эпир таса ялшăн» экологи акцийӗ ирттерчӗç – ялти чиркӳ таврашне тирпейлесе илем кӗртрӗç. 

Ял-йыш ӗçлеме пуçтарăннă-ха, анчах та кашнин питӗнче йăл кулă çиçрӗ, пӗр-пӗр уява килнӗ тейӗн. Çынсем пӗр шухăшлă пулни, тăван яла тасарах, илемлӗрех тăвас ăнтăлу çивӗччи уççăн курăнчӗ çав кун. Кашниех тăрăшса ӗçлерӗ, хăйӗнчен мӗн килнине турӗ. 

Ырă ӗç тунă чух Турри те пулăшать – çанталăкӗ питӗ аван тăчӗ çав кун. Ӗçе вӗçлесен пурте асăнмалăх сăн ӳкерӗнчӗç. 

Лидия КАРАЕВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев