Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТИВӖÇЛӖ КАНУРА ТА ХАСТАР

Наталья Башина кашни кун зарядка тăвать, хăй тăрăх сивӗ шыв ярать

«Çынсем çырма пек, – тесе çырнă Л.Н.Толстой. – Шыв пур çӗрте те пӗр, анчах та кашни çырма е ансăр, е хăвăрт, е сарлака, е лăпкă, е таса, е сивӗ, е пăтранчăк, е ăшă пулать-çке-ха. Çынсем те çаплах. Кашни çынрах этемӗн пур енӗ те пур. Хăш чух унра пӗр енӗ палăрать, тепрехинче – тепри. Час-часах вăл хăй пек те мар». Пурнăç тăршшӗпех эпир тӗрлӗ çынсемпе паллашатпăр, хутшăнатпăр, туслашатпăр. Мӗншӗн-ха хăш-пӗр çынсем патне пире питӗ хытă туртать, вӗсем çинчен нумайрах пӗлес, вӗсем пек пулас килет? Теприсем вара – те пур, те çук... Хăй патне туртакан интереслӗ, сăпайлă педагогсен шутне манăн Наталья Михайловна Башинăна кӗртес килет.

Наталья Михайловна Пыл Сăпасӗ кун – 1926 çулхи августăн 14-мӗшӗнче – Любимовкăра çуралнă. Çулталăк­ран вӗсен çемйи Теччӗ хулине пурăнма куçнă. 1931 çултанпа Наталья Михайловна Фрунзе урамӗнчи çуртра пурăнать.
Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин йывăр çулӗсем Тутарстан çӗрӗнчен те пăрăнса иртмен. Ватти те, çамрăкки те хӳтӗлев чиккисене тунă çӗрте, хирте тар тăкнă. 1942 çулта Наталья Теччӗри педагогика училищине вӗренме кӗнӗ. «Хăрăмран чернил тăваттăмăр, хур-кăвакал тӗкӗпе кивӗ хаçатсем, контур карттисем çине çыраттăмăр. Хамăр выçăччӗ, анчах яланах туслă пулнă, кашни Бал-маскарадах костюмсем çӗлеттӗмӗр. Клуба çӳресе бал ташшисем вӗренеттӗмӗр. 1945 çулта вӗренсе тухрăмăр эпир, Çӗнтерӳпе пӗрле», – каласа парать педагог.
Училище пӗтерсен çамрăк специалист «Заготзерно» предприяти ӗçченӗсен ачисем валли ӗçлекен шкулчченхи учрежденире тăрăшнă. Кăштахран ăна хупнă. Çамрăк хӗр аппăшӗ патне Чапаевска тухса кайнă вара, каярах – Таджикистана. Унта Ленинабад облаçӗнчи пӗчӗк ялта вырăс чӗлхипе литературин учителӗ пулса ӗçленӗ. Ун чух вырăнти халăх хушшинче вырăсла пӗлекен сахал пулнă-мӗн.
Тăван Теччӗ хулине Наталья Михайловна 1962 çулта таврăннă. Малтан РОНОра вăй хунă, унтан хулари 1-мӗш номерлӗ шкулта ачасене вӗрентме пуçланă.
– Вăл вăхăтра эпир пушă вăхăт пирки шутламан. Уроксем хыççăн ачасемпе юлаттăмăр. Хальхи пек «репетиторство» текен ăнлав пулман, – тет хисеплӗ вӗрентекен. – Шăпах ӗмӗт пурри çынна малалла утма, тӗллевсене пурнăçлама хавхалантарать. Ачасемпе пӗрле пулă завочӗн катерӗ çине ларса Атăл урлă ишсе каçаттăмăр та палаткăллă лагерьсем йӗркелеттӗмӗр, Ленинграда та пӗрре мар экскурсие кайса килнӗ.
Уйрăмах шкул ачисемпе Краснодона кайса килни Наталья Михайловнăн асӗнче юлнă. Унта вӗсем «Молодая гвардия» фашистсене хирӗçле организацин пайташӗпе Радик Юркинпа тӗл пулнă.
Хăй шкулта ӗçленӗ çулсенче Наталья Башина Теччӗре пурăнакан темиçе ăрăва вырăс чӗлхипе литературине юратма вӗрентнӗ. Унăн альбомӗнче çӗр-çӗр хура-шурă сăнӳкерчӗк. Çав сăнӳкерчӗксенчи çынсен шăписем кашнин тӗрлӗрен, анчах та ачалăхӗ пӗр – вăл Тутар АССРӗнчи пӗр шкулта иртнӗ. Наталья Михайловнăшăн тӗп вырăнта яланах çыннăн шалти тӗнчинчи, чунӗнчи хӗлӗхсене тупасси пулнă: вăл çынсемпе хăйне еплерех тытать, мӗншӗн савăнать, мӗншӗн кулянать, кама шеллет, мӗне сивлет, кама хăйӗн идеалӗ тесе шутлать, мӗн патне туртăнать, мӗнрен пытанать...
Хальхи саманара чăннипех ăслă, кӗнеке нумай вулакан, общество тата политика пурнăçӗпе, историпе интерес­ленекен çынсене сайра тӗл пулатăн. Наталья Михайловна пирки тӗрлӗ енлӗ пӗлӳ пухмачӗ темелле: мӗн çинчен кăна пӗлмест вăл, унпа хуть мӗнле темăпа калаçма та интереслӗ.
Кунсăр пуçне, чăннипех те ăслă çын пӗлӗвӗпе хăйне тата та лайăхлатма, çынсене пулăшма, обществăшăн усăллă пулма тăрăшать. Ун пек çын хăйӗн ăсне, вăй-халне ăçта ямаллине яланах тӗрӗс пӗлет.
Халӗ Наталья Михайловна тивӗçлӗ канура. Ветерансен хорӗн, тӗрлӗ конкурссен хастарӗ вăл. Нумай пулмасть вăл «Тутарстанри ватă çыннăн социаллă портречӗ» республика конкурсӗнче çӗнтерчӗ. Наталья Михайловнăна «Çапăçупа ӗçшӗн паракан медальсене пӗр металран шăратаççӗ» номинацире палăртрӗç. Тивӗçлӗ канури педагог сывă пурнăç йӗркине çирӗп тытса пырать: кашни кунах зарядка тăвать, хăй тăрăх сивӗ шыв ярать... Вăт çакăн пек тӗлӗнмелле çын пурăнать пирӗн хулара.

Елена ЧЕРНОВА,
Теччӗри П.С.Ханжин ячӗллӗ 1 № вăтам шкулăн истори вӗрентекенӗ.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Теччӗ районӗн пуçлăхӗ Р.Х.Сафиуллов Н.М.Башинăна наградăлать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев