Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тӑхӑр хӗрарӑма больницана вырттарнӑ

Анне пулма хатӗрленекен хӗрарӑма Covid-19 коронавирус ертесрен асӑрханса, унӑн килӗнче тата ҫывӑх ҫыннисен пурин те прививка тумалла

Ҫакӑн ҫинчен ТР Сывлӑх сыхлав министерствин тӗп акушер-гинекологӗ Татьяна Шигабутдинова пӗлтернӗ.
"Хӗрарӑм талӑкӗ-талӑкӗпе ниҫта тухмасӑр килте ларсан та, ун ҫемйинчи ҫынсем пурпӗр переносчик пулса тӑма пултараҫҫӗ. Эпӗ атте пулма хатӗрленекен республикӑри мӗн пур арҫынна прививка тума ыйтатӑп, – тесе палӑртнӑ спикер.
Йывӑр ҫын хӗрарӑмсене, ача ӗмӗртекенсене " Спутник-V-па" прививка тума юрамасть.
Республика медикӗсем йывӑр ҫынсене коронавирусӑн йывӑр формисене тупса палӑртнӑ. Вӗсен сӑмахӗсемпе, ҫак вӑхӑтра хӗрарӑмшӑн вирус уйрӑмах хӑрушӑ. Ҫавӑнпа та инфекципе кӗрешиччен унран асӑрханни лайӑхрах.
"Анне пулма шутланӑ хӗрарӑмсен малтан Covid-19-тан прививка тумалла. Йывӑр ҫын пуличчен виҫӗ уйӑх маларах прививка туни пренравидарлӑ хатӗрленӳ программине кӗрет", – тесе ӑнлантарнӑ Хусанти медицина университечӗн акушерство тата гинекологи кафедрин профессорӗ, медицина наукисен докторӗ Рушанья Габидуллина.

Тутарстанри тӗп акушер-гинекологӗн кӑтартӑвӗсемпе, хальхи вӑхӑтра Тутарстанра 275 йывӑр ҫын хӗрарӑмӗн ОРВИ, 22-шӗн – коронавирус. Тӑхӑр хӗрарӑма больницана вырттарнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев