Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тӑхӑр ҫул хушшинче вӑтӑр ҫичӗ пин ҫӗнӗ вырӑн

Тутарстан Республики – ача сачӗсенче вырӑн ҫитменнине татса панӑ пӗрремӗш регион

 Анат Камӑри 29-мӗш микрорайонра "Демографи" наци проекчӗпе ача садне туса пӗтернӗ. ТР Патшалӑх стройнадзорӗн инспекцийӗ ӑна проект документацийӗ тӑрӑх заключени ҫырса панӑ.

«Кубэлэк» ача сачӗ 260 ача шӑнӑҫтараять. Хальхи йышши ҫуртра вылямалли, ҫывӑрмалли, апатланмалли, салтӑнмалли пӳлӗмсем, музыка тата физкультура залӗсем, психологпа логопед кабинечӗсем тата ытти те. Таврари территорие хӑтлӑх кӗртнӗ.
Тутарстан Республики – ача сачӗсенче вырӑн ҫитменнине татса панӑ пӗрремӗш регион. 2010-2019 ҫулсенче Президент программисене пурнӑҫласа 239 ача сачӗ тунӑ, вӗсенсе 37,5 пин вырӑн пур.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев