Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тӑхӑрьял музейӗн директорӗ 80 тултарчӗ

Районти ЧНКЦ пайташӗсем Евгений Ильича ăшă сăмахсем каласа​ парнесем парса саламларӗç, вăрăм ӗмӗр, çирӗп сывлăх, малашне те пӗрле ӗçлеме сунса Чăваш наци конгресӗн Хисеп хучӗпе чысларӗç

Çу уйăхӗн 7-мӗшӗнче Пăва районӗнчи Элшел ялӗнче пурăнакан Евгений Ильич Афанасьев 80 çул тултарнине ачисемпе, тăванӗсемпе, кӳрши-аршисемпе, тус-юлташӗсемпе паллă турӗ.

Евгений Ильич хастар,​ тарават, хӗрӳ чӗреллӗ, нумай вăхăт хушши шкулта истори вӗрентекенӗ пулса ӗçленӗ, таврапӗлӳçӗ. Çамрăк чух ӗç çул-йӗрне Чăваш Енри Елчӗкри райкомран пуçланă, культура, спорт пайӗсен ертӳçи пулнă, парти енӗпе ӗçленӗ. Тивӗçлӗ канăва тухсан та килте алă усса ларман: ăна Пăва районӗнче йӗркеленӗ «Тăхăрьял» музейне ертсе пыма шаннă. Паянхи кунччен те çакăнтах ӗçлет вăл.
Районти ЧНКЦ пайташӗсем Евгений Ильича ăшă сăмахсем каласа​ парнесем парса саламларӗç, вăрăм ӗмӗр, çирӗп сывлăх, малашне те пӗрле ӗçлеме сунса Чăваш наци конгресӗн Хисеп хучӗпе чысларӗç. «Савăнса, чирлемесӗр пурăн, Евгений Ильич, малашне те Тăхăрьял тăрăхӗнчи чăвашсемшӗн тӗслӗх пулса тăр. Тепӗр юбилейне те çапла ирттересчӗ-ха», – тесе хавхалантарса хăварчӗç ентешӗсем.

Анна НИКОНОРОВА.
А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев