Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Ылтăн çулăн» хакӗ 500 миллиард тенкӗрен иртет

Тутарстанпа Чăваш Ен урлă выртас çулăн пайӗ чи хакли пулӗ

Мускав–Чулхула–Хусан маршрутпа М-12 çула тума «Автодор» пурӗ 500 ытла миллиард тенкӗлӗх 8 сакăр тендер вырнаçтарнă. Патшалăх туянăвӗсен сайтӗнче ку информаци пур. «Пысăк хăвăртлăхлă Мускав–Чулхула–Хусан автоçула проектласа тумалли ӗçсене пурнăçлама» хатӗр подрядчиксене шыраççӗ. Çапларах кашни контрактра çырнă. Тутарстанпа Чăваш Ен урлă выртас çулăн пайӗ чи хакли пулӗ. Унăн хакӗ 123 млрд тенкӗ пулать.  

Пурӗ çула 8 пая уйăрнă:

1. (0-80 км; Мускав тата Владимир облаçӗсем) — 53,378 млрд тенкӗ.

2. (80-116 км; Владимир облаçӗ) — 21,206 млрд тенкӗ.

3. (116-224 км; Владимир облаçӗ) — 59,551 млрд тенкӗ.

4. (224-347 км; Владимир тата Чулхула облаçӗ) — 79,775 млрд тенкӗ.

5. (347-454 км; Чулхула облаçӗ) — 58,267 млрд тенкӗ.

6. (454-586 км; Чулхула облаçӗ тата Чăваш Ен) — 69,290 млрд тенкӗ.

7. (586-663 км; Чăваш Ен тата Тутарстан) — 42,669 млрд тенкӗ.

8. (663-729 км; Тутарстан, Атăл урлă кӗпер) — 123,202 млрд тенкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев