Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тӳлевсӗр эмелсем Тутарстана ноябрӗн варринче ҫитӗҫ

Пациентсене амбулатори условийӗсенче  эмелсемпе тивӗҫтерес йӗркене палӑртнӑ

Коронавирус инфекцине килте сиплемелли препаратсене аптекӑсенче ноябрӗн варринчен пама тытӑнаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра эмелсене туса кӑларакансемпе тата илсе ҫитерекенсемпе контактсем тӑваҫҫӗ. Ҫакӑн ҫинчен "Татар-информ" агентствори пресс-конференцире ТР сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Фарида Яркаева каласа панӑ.
"Тутарстан Республикинче препаратсене туса кӑларакансемпе тата поставщиксемпе контрактсем ҫирӗплетес тесе ӗҫ илсе пырӑнать. Пациентсене амбулатори условийӗсенче  эмелсемпе тивӗҫтерес йӗркене палӑртнӑ. Шанса тӑратпӑр, ноябрӗн варринчен пациентсем коронавирус инфекцийӗнчен килте сипленмелли препаратсене илме тытӑнаҫҫӗ тесе",– пӗлтернӗ Яркаева.
Ун сӑмахӗсемпе, ФАСа хаксене сӑнаса тӑма тата антибиотиксемпе вируса хирӗҫ кӗрешмелли юна шӗветекен  препаратсен хакӗсем ан ӳсчӗр тесе тимлеме хушнӑ.
Тутарстан Covid-19-па чирленӗ пациентсене тӳлевсӗр эмелсемпе тивӗҫтерме 146,8 млн тенкӗ илет. Ҫакӑн ҫинчен калакан йышӑнӑва РФ Премьер-министрӗ Михаил Мишустин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев