Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТӲЛЕВСӖР ВӖРЕНТЕÇÇӖ

Патшалăх услугисен порталӗнче шкулта 8 – 11-мӗш классенче вӗренекенсем программированин икӗ çуллăх курсӗнче тӳлевсӗр вӗренмешкӗн заявка пама пултараççӗ. Вӗренӗве «Цифра экономики» наци проекчӗн «Пуласлăх кочӗ» проекчӗн шайӗнче йӗркелеççӗ. Вӗрентӳ проекчӗн операторӗ – «Университет 2035» цифра платформи.

РФ цифра аталанăвӗн, çыхăну тата массăлла коммуникацисен министрӗн çумӗ Николай Яцеленко каланă тăрăх, курссене программированин хальхи чӗлхине вӗрентме йӗркеленӗ. Вӗсене ăса хывни шкул ачисене программировани тӗлӗшпе тарăн пӗлӳ панисӗр пуçне патшалăхăн тӗп тата пӗрлехи экзаменӗсене хатӗрленме, олимпиадăсемпе хакатонсене хутшăнма, пулас профессие суйлама май парать. 2021-2022 çулсенче пилотлă проект шайӗнче Раççейӗн 10 регионӗнчи 10 пин ытла шкул ачи тӳлевсӗр вӗреннӗ те ӗнтӗ. 

4 вӗренӳ модулӗнчен тăракан курс икӗ çула тăсăлать, 144 академи сехечӗ. Вӗренсе пӗтерсен ачасене сертификат параççӗ. 

Асăннă курсра 8 – 11-мӗш классенче вӗренекенсем онлайн майпа та, офлайн форматпа та вӗренме пултараççӗ. Регионта куçăн майпа вӗренме площадка пуррипе çуккине çак ссылкăпа кӗрсе пăхма пулать: https://www.gosuslugi.ru/futurecode.

Курсра вӗренме шкул ачи хăй те, унăн ашшӗ-амăшӗ е саккунлă представителӗсем те пултараççӗ. Çакна тума Патшалăх услугисен порталӗнче çирӗплетнӗ учетлă запись пулмалла. Заявка панă чух вӗренӳ формипе хăвăра кирлӗ вӗренӳ шайӗн курсне суйламалла. Заявление пăхса тухсан йӗркелӳçӗсем тӗрӗслев иртмелли ссылка ярса параççӗ. Тӗрӗслеве ссылкăна ярса панă хыççăн 5 ӗç кунӗ хушшинче иртмелле. Ăна ăнăçлă тухсан пӗлӳ паракан организаци ачан ашшӗ-амăшӗпе е саккунлă представителӗсемпе патшалăх шучӗпе вӗренни пирки калакан килӗшӳ тăвать.

 

Вера АЛЕКСАНДРОВА хатӗрленӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2022 – год цифровизации