Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тӗнче ӗлӗкхи пек пулмасть, мӗнле ӗмӗтленсен те

Коронавирус чирӗ те пиртен час хăпас пек туйăнмасть

Октябрӗн 7-мӗшӗнче Тутарстанра Covid-19 чире ертнӗ 28 çӗнӗ çынна шута илнӗ. Вӗсенчен пиллӗкӗшне больницана вырттарнă, 23-шне килӗсенче сиплеççӗ. Чир ытлрарах 30-50 тата 60-70 çулти çынсене ерет. Малтанхи пекех вируслисем пуринчен те ытларах Хусанта тупăнаççӗ – 22 çын, Ешӗлварта 4 çынна шута илнӗ, Лайăшпа Рыбно-Слободски районӗсенче пӗрер çынна. Çак мур сарăлма тытăннăранпа Тутарстанра вăл пурӗ, официаллă статистика тăрăх, 7417 çына ернӗ. 6318 çын сывалнă.

Çулла чирлесе пыракансем чакма пуçланăччӗ, кӗркунне вӗсен шучӗ пӗчӗккӗн ӳсе пуçларӗ. Коронавирусăн иккӗмӗш хумӗ пирки официаллă пӗлтерессине кӗтсе илейместпӗр пулмалла. Çапах та хăрушсăрлăх мелӗсем çинчен манса каймалла мар. Маска – чи пысăк хӳтлӗх мар пулсан та, влаçсем ăна тăхăнма хушаççӗ-тӗк, пăхăнмаллах.. Штрафсем савăнтаракан япала мар.

Тутарстанра пурăнакансем ӳпкисене компьютер томографийӗ тутарас тӗллевпе медучрежденисене час-часах пыраççӗ, анчах ăна сипмтомсем пулсан кăна тăваççӗ. Çакăн çинчен «Татар-информ» агентствăра иртнӗ пресс-конференцире ТР сывлăх сыхлав министрӗн çумӗ Владимир Жаворонков пӗлтернӗ.

«Эпир çынсене пырӗ кăшт ыратнипех КТ-центрсене атакăлама кирлӗ мар теке каласшăн. Компьютер томографийӗ скрининг мар», – тесе палăртнă вăл.

Жавороноков çынсене врачсене ӗненме хушнă, тӗрлӗрен тӗпчевсене вӗсем çырса панипе çеç ирттерме сӗннӗ. Covid-19 пуррипе çуккине тӗрӗслеме ПЦР-тест тăваççӗ, инфекцие хирӗç иммунитет пурипе çуккине тӗрӗслеме врачсем антителосем пăхма юн илеççӗ. Енчен те вирус пневмонии пирки иккӗленӳ пур-тăк, медиксем компьютер томографийӗпе пăхăнма  направлени çырса параççӗ.

Министр çумӗн сăмахӗсемпе, çӗнӗ коронавирус инфекцийӗн симптомӗсен шутӗнче пысăк, чака пӗлмен температура, тутăпа шăрша туйма чарăнни пур, анчах та вируса симптомсемпе çеç палăртме çук. Анализ памалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев