Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тӗнчери чӑвашсен Аслӑ Пухӑвӗ юпа уйăхĕн 23- мӗшӗнче Шупашкарта пулать

ЧНК вице-президенчĕ Петр Васильевич Ивантаев пурнăçран уйрăлнă пирки ун вырăнне Юрий Александрович Зорина суйларĕç. Малтанхи пекех малалла президента 5 вице-президент пулăшса пырĕç. Зоя Яковлева сӑнӳкерчӗкӗсем

Чӑваш Наци Конгресӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер Шупашкарта иртнӗ Мӑн Канашра Николай Угаслов докладӗнче халӑха аталантарас ӗҫе ҫамрӑксене ытларах явӑҫтарма чӗнсе каланӑ. «Тăван халăхшăн тăрăшакансем алла-аллăн тытăнса вăй хурсассăн тин чăваш чĕлхин шăпине лайăхлатма пулать. Пĕтĕмпех хамăртан килет. Çак глобализаци текен тапхăрта тăван чĕлхемĕрĕн пĕлтерĕшĕпе сумне ÿстерме тата упраса хăварма май килнĕ таран вăй-хал тупасчĕ. Тăван чĕлхе тесе çынсене пĕрлĕх туйăмĕ парсах тăтăр, наци культурин аталанăвне паха витĕм кÿтĕр. Пуян та çепĕç чĕлхен халăха пĕрлештерекен вăйĕ ÿссех пытăр. Пултарулăхпа çирĕп сывлăх ан иксĕлччĕр. Чăвашлăха çирĕплетес ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума чăтăмлăх, тăван чĕлхешĕн тăрăшма вăй-хал сунатăп»,- тенӗ ЧНК президенчĕ Николай Угаслов.
Унăн докладне сÿтсе явнă май, тухса калаçакансем те çителĕклех пулнӑ. Сăмахран, Питĕр хулинчен килнĕ Валериан Гаврилов çитес Аслă Пухура Мăн Канаша юстици министерствинче регистрациленнĕ организацисен представителĕсене кăна илме, тата çак ушкăна  çирĕм пиллĕк процент 35 çула çитмен чăваш çамрăкĕсене кĕртме сĕннӗ.
Беларуç çĕршывĕнчен килнĕ Алексей Александров, Тюмень тăрăхĕнчи Николай Герасимов, Пушкăртри Владимир Яковлев, Чĕмпĕр тăрăхĕнчи Олег Мустаев, Тутарстанри Ирина Трифонова тата ыттисем те конгресс ĕçне тата та витĕмлĕрех тумалли сĕнÿсемпе тухса калаçнӑ.
Мăн Канашра çитес кĕркунне, юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче XI Аслă Пухăва пуçтарăнасси, ун валли миçе делегат суйламалли квота çинчен тата  конгресăн аслă форумĕн Кун йĕркин проекчĕ çинчен сÿтсе явса йышăнусем тунӑ.
ЧНК вице-президенчĕ Петр Васильевич Ивантаев пурнăçран уйрăлнă пирки ун вырăнне Юрий Александрович Зорина суйларĕç. Малтанхи пекех малалла президента 5 вице-президент пулăшса пырĕç.
Мăн Канаша вĕҫленĕ май Николай Угаслов  пурне те сывлăха упрама, чăвашлăхшăн кар тăрса пĕрле ĕçлеме сунчĕ. Паянхи Акатуйра пĕрле савăнма хавхалантарнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев