Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тӗне кӗменнисен Учукӗ юн кӑлармасӑр иртмест

Ӗнер ыйтмалли ҫумӑр пӗр кун маларах ҫуса лартнӑ

Пирӗн чи авалхи йăласенчен пӗри пулмалла уй чӳкӗ. Мӗншӗн тесен ҫӗр ӗҫӗпе пурӑнакан халӑхшӑн ҫумӑр вӑхӑтра ҫуни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Куҫса ҫӳрекен халӑхсемшӗн ҫумӑр пӗлтерӗшлӗ аплах пысӑк мар. Ҫавӑнпа вӑкӑрне шеллемен те авалхи чӑвашсем, унӑн юнӗпе ҫӗре йӗпетнӗ, чунне ҫумӑр паракан турӑсем патне ӑсатнӑ. Ку чухне сӑмсаллӑ пашалӑвӗ те, юсман та, вӑкӑр ашӗпе тӗрлӗ кӗрперен пӗҫернӗ пӑтӑ та, ҫӑл шывӗпе ҫӗлӗк тӑхӑнса каланӑ сӑмахсем те пӗлтерӗшлӗ. 

Хальхи вӑхӑтра ӑна праҫнике ҫавӑрса ячӗҫ пулин те Учук нумай йӑла тӗпчевҫине илӗртет. Ӑна курма ют ҫӗршывран та килеҫҫӗ. Хальхинче Николай Балтаевпа Сантӑр Элтиярне курма пулчӗ унта. Тутарстанри чӑваш ҫамрӑкӗсем те йӑласем ҫинчен тӗплӗнрех пӗлме форум ирттерме пухӑннӑ Учука. 

Элмет районӗнчи Патраклӑра кӑҫал Учука официаллӑ майпа 13-мӗш хут турӗҫ. Шел те 29-мӗшӗнче ыйтмалли ҫумӑрӗ пӗр кун маларах ҫуса лартрӗ. Тепӗр тесен ҫумӑра чарма та чӳк тумалла.

Ирина Кузьмина сӑнӳкерчӗкӗсем 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

4

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев