Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Токмаковăн çăмăл алли

Вăл купăсне тăсса ячӗ те зал палланă кăвӗпе тула пуçларӗ. Кӗмӗл планкăсем чун хӗлӗхӗсене хускатаççӗ

Çӗпрел районӗнчи Анат Чакă ялӗнче сăпай кăна чăваш пурăнать. Анчах та вăл купăс тытса юрлама тытăнсан – итленӗçем итлес килет çак сасса. Сăмах Владимимр Васильевич Токмаков çинчен пырать.

Вăл çӗпрелсен «Хӗлхем» ансамбльне çӳреме тытăнсан юрă-ташă коллективӗ фонограммăсемпе усă курма чарăнчӗ тесен те юрать. Купăс сасси хуçаланать концертсече. Ташламалли кӗвве тапратса яраççӗ-тӗк, «хӗлхемсем», урасем хăйсемех тăпăртатма пуçлаççӗ. Кӗвӗ çемми пирӗн туйсемпе ӗçкӗ-çикӗсене аса илтерет. Эх!

– Алли çăмăл ун, теççӗ Токмаков çинчен ялӗнче. Выльăх ӗрчетме те, утар тытма та пултарать.  

Менделевск районӗнчи чăваш культура фестивалӗнче те Тутар Чаллăри клуб сцени çине чи малтан Владимир Токмаков тухрӗ. Вăл купăсне тăсса ячӗ те зал палланă кăвӗпе тула пуçларӗ. Кӗмӗл планкăсем чун хӗлӗхӗсене хускатаççӗ.

Акă пуçларӗ «Симӗс-симӗс топольсем» юрра шăрантарма. Пӗр хумхануллă, пӗр тарăхуллă тухать юрăçăн сасси. Пӗрремӗш пулма çăмăл мар, çапах Токмаковсем те шикленекен йăхран мар. Юрра чăваш халăх артисчӗ пекех килтерет вӗт!  

Янравлă уçă сасă куракансене тыткăнларӗ. Чунра темле çăмăл пулса кайрӗ. Нумайччен алă çурпӗç юрлакана. Владимир Васильевич пуçланипе концерт пӗр сывлампа, вырсла каласан, «на одном дыхании» иртсе кайрӗ. Юрлакансем те, ташлакансем те – никам та такăнмарӗç, номерсене «пиллӗклӗх» кăтартса пачӗç.

«Тăван чӗлхе – халăх чунӗ» конкурс-фестивалӗн II степеньлӗ лауреатне çăмăл алăшăн тав тăвас килет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев